Наци проекчĕ çĕнĕ майсем уçать
Çĕршыври наци проекчĕсене вăхăтра та туллин хута ярасси – кашни регион яваплăхĕ. Чăваш Енре те палăртнине пурнăçа кĕртме ĕç ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Кăçалхи пĕтĕмлетӳсемпе умри тĕллевсене Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура пăхса тухрĕç. Вăл видеоконференци мелĕпе иртрĕ. Çитес вăхăтра республикăра «Туризма аталантарасси тата хăна индустрийĕ» чăваш патшалăх программи йĕркеленет. Республика ертӳçи Олег Николаев Чăваш Енри экономика аталанăвĕн министерствине ăна йышăнас умĕн ĕç йĕркине тĕплĕн тишкермеллине каларĕ. Программăн тĕп тĕллевĕ – харпăр хăй пĕлевне ӳстерсе пултарулăхне аталантарасси, тивĕçлĕ тата тупăшлă ĕç йĕркелесе ăнăçлă услам тăвасси. Унсăр пуçне çынсен пурнăç шайĕпе сывлăхне ӳстересси, ĕçе цифра çине куçарасси те пĕлтерешлĕ. Ларура кăçалхи 9 уйăхри ĕçсене те пĕтĕмлетрĕç.
ПАВЕЛ ДАНИЛОВ: «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» программăпа килĕшӳллĕн 2021-мĕш çулта 4 объект тума палăртнă. Автомашина çулĕсем 2 çухрăм та 200 метр. Çĕнĕ микрорайонсенче шыв тасатмалли сооруженисем. Ку 440 миллион тенкĕпе танлашать. Халĕ пур объектра та строительствăпа монтаж ĕçĕсем пыраççĕ». 2021-мĕш çулта регионти 46 проекта пурнăçа кĕртме 16 миллиард тенке яхăн пăхса хăварнă. Вĕсенчен 11-шĕ наци проекчĕ шутланать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев наци проекчĕсем хăш шайра пурнăçланнине, тата вĕсене ĕçе кĕртнĕ чухне мĕнле йывăрлăхсем пурри çинчен халăха хыпарлани пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ/