Паттăрлăха манмаççĕ

Кăçал нарăс уйăхĕнче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалласа кĕске фильмсен конкурсне йĕркелерĕç. Видеосен конкурсне малашне те ирттерме палăртаççĕ. Çакăн пирки кăçалхи конкурса пĕтĕмлетме пухăннă тӳресем пĕлтерчĕç. Ку тупăшăва малалла ахальтен мар йĕркелеççĕ иккен – Чăваш Енре пурăнакансем 25 ĕç тăратнă. Çакă халăх тăван тăрăх историне пĕлнине, никам та тата нимĕн те манăçманнине кăтартать. 20 ытла ĕç. Пĕри тепринчен лайăхрах. Темăна уçса пани, видео пахалăхĕ тата ытти те – тĕрлĕ енлĕ тишкерсе тӳресем вĕсенчен 8 ĕçне суйласа илнĕ. Малти виçĕ вырăна кам тухассине вара халăхăн палăртмалла. Пур фильма та «Халăх контролĕ» порталта сасăлава тăратнă. Тӳресем пур ĕç те хăйне евĕрлĕ тыткăнланине палăртаççĕ. Ачасем ку темăпа сăвăсем çырни, хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсен, кукашшĕ-кукамăшĕсен историне тĕпе хурса видео ӳкерни те хаклавçăсен кăмăлне çĕклерĕ. Çĕнтерӳçĕсем паллă. Анчах та хальлĕхе вĕсем вăрттăнлăхра. Малти 3 вырăнсăр пуçне тата тепĕр парне те пулĕ. Ăна куракансене килĕшнĕ фильма хатĕрлекене парĕç. Палăрнисене чӳк уйăхĕнче пысăк сцена çинче саламлĕç. Çавăн чухнех Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене халалласа йĕркеленĕ юрăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чыслĕç.



НТРК
27 октября 2021
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter