Сыхлăх эмелне яртармалла

Кăшăллă вирус йăшмасть. Иртнĕ талăкра çеç тата 150 çынна ку мур çакланнине шута илнĕ. Шел, вилнисем те йышланаççĕ, 18 киле хурлăх çитнĕ. Ватти, çамрăкки – никама та тиркемест чир. Чĕре айĕнче ача йăтса çӳрекенсем те унпа кĕрешеççĕ. Умра – Шупашкарти чĕре чирĕсене сиплекен диспансерти хирурги корпусĕ, «хĕрлĕ зона». Ятарлă тум, перчетке тăхăнмасăр, пите хупламасăр малалла иртме çук. Çак алăк патĕнче пурнăçа икĕ пая пайлама пулать. Ку енче – сывлăх, çăлăнăç, кăкăр тулли сывлама май пурри. Тепĕр енче – ятарлă хатĕрпе сывласси, тăнсăр выртнă кунсем. Ытла та йывăррисене реанимацине вырттараççĕ. Кунта 15 вырăн. Вĕсем пĕри те пушă мар. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, «хĕрлĕ зонăра» реанимацие лекнисенне пуррине те ӳпкине искуствăлла майпа сывлаттараççĕ, вĕсем нихăшĕ те кăшăллă вирусран сыхлăх эмелне яртарман. «Вакцинаци тутармалла! Сирĕн сывлăх хăвăр алăра!» – кашни кун çын пурнăçĕшĕн кĕрешекен тухтăрсем тархаслаççĕ тесен те йăнăш мар. Авăн уйăхĕнче ку сыватмăша лекнĕ Ирина Афросина та вакцинаци тутарман. Малтан кун пирки шухăшламан, кайран, çие юлсан, ку ыйтăва пачах та пăрахăçланă. Хырăмри ачана 30 эрне çитсен Иринăна япăх пулать. Икĕ-виçĕ кун килте выртсан вара васкавлă пулăшу чĕнсе илеççĕ. «Кăшăллă вирус. Ачана васкавлă касса илмелле, чире шала кайма памалла мар», – тухтăрсен йышăнăвĕ çак.

ИРИНА АФРОСИНА: «Ачана çуратнă хыççăн 5-мĕш-6-мĕш кунне хама япăх туйма пуçларăм. Мана каллех реанимацине куçарчĕç. Унта мана ӳпке пĕтĕмĕшле шыçнă тесе пĕлтерчĕç. 3 кун пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă. Нивушлĕ вара ачасасене те курмастăп-ши тесе шухăшларăм. Паллах, çакă питĕ хăратать. Çине тăрса хама алла илтĕм, кăшăллă вируса çĕнтерме вăй çитертĕм». Ача амăшĕ уйăх ĕнтĕ сыватмăшра. Усал мур çакланнине кăтартаканни вара – пит çинче искусствăлла мелпе сывлаттармалли аппаратăн маскинчен юлнă йĕрсем, типсе кайнипе çурăлса пĕтнĕ тута. Ку вăл тинех чăрмав мар. Кĕçех киле таврăнасси, ачасене çупăрласси – паян уншăн çак пĕлтерĕшлĕ.



НТРК
27 октября 2021
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter