Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ коллективлӑ хӳтлӗхӗн тата асăрхаттару тытӑмӗн хатĕрĕсене тӗпрен юсама кирлине палӑртнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ коллективлӑ хӳтлӗхӗн тата асăрхаттару тытӑмӗн хатĕрĕсене тӗпрен юсама кирлине палӑртнă

 Граждансене хӳтĕлессипе, синкерсене сирме тата кăткăс лару-тăрура тĕллевĕсене пурнăçлама йĕркеленекен мероприятисене, Чăваш Республикинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем епле хатĕрленнине тĕрĕслекен Раҫҫей МЧСĕн комиссийĕн пайташĕсемпе ирттернĕ ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче, пĕлтернĕ кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Республика Пуҫлăхĕ хӳтĕлев хатĕрĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, халăха упраса хăварасси тĕп ыйтусенчен пĕри тенĕ.  Кирлĕ пек мĕнпур объектсене, енчен те вĕсем юрăхсăра тухнă пулсан, тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелемеллине асăннă. «Пĕрлехи патшалăх политикине йĕркелесе ямалла. Вăл мĕнпур Федераци шайĕнче пурнăҫа кĕрсе пырсан та аван пулнă пулĕччĕ. Эпир регионсенче лару-тăру кирлĕ пек шайра пулса пытăр тесе тăрăшăпăр-ха. Халăха ҫăлса хăварма май паракан хатĕрсене туллин йĕркелĕпĕр. Хăрушлăх сиксе тухас пулсан та, вĕсемпе туххăмрах усă курма та тăрăшăпăр», тенĕ вăл сăмаха пуҫарнă май.

Раççей МЧСĕн комисси пайташĕсене регионри службăсемпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлени, çынсен сĕнĕвĕсемпе асăрхаттарăвĕсене вăхăтра шута илни Чăваш Енре тăнăçлă лару-тăрăва сыхласа хăварма май панине пĕлтернĕ вăл.

Раҫҫей МЧСĕн халăха хӳтĕлессипе ĕҫлекен Департаментăн директорĕн ҫумĕ Сергей Старовойтов хăйĕн сăмахĕнче федерацин саккун йĕркисене тĕпе хурса, методика пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме хатĕррине асăннă. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе йĕркеленекен мĕнпур ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртессипе те мероприятисене йĕркелеме витĕм кӳме шантарнă, синкерсене сирме тата кăткăс лару-тăрура тĕллевĕсене пурнăçлама яланах хатĕр пулнине те асăннă вăл.

«Шанатăп, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан мĕнпур ыйтусене пĕрле сӳтсе явма пултарăпăр.  Хамăрăн ума лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшăпăр», – тенĕ вăл.  

Ĕҫлĕ тĕлпулăва ҫавăн пекех ҫӳлерех асăннă комиссийĕн председателĕ  ҫумĕ Валерий Шанц полковник, Чăваш ЕНри Раҫҫей МЧСĕн Тĕп Управленийĕн пуҫлăхĕ Валерий Зеленин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ Олег Яковлев  хутшăннă.   



28 октября 2021
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter