Кăшăл вируса хирĕҫ кӗрешекен медицина ӗҫченӗсене халалласа «Тавтапуҫ» ятлă акци пуҫарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Кăшăл вируса хирĕҫ кӗрешекен медицина ӗҫченӗсене халалласа «Тавтапуҫ» ятлă  акци пуҫарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансемпе пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе пурăнма чĕнсе каланă.  Медицинăра тăрăшакансем патне тимлĕх уйăрма, ырăпа асăнма, ҫакăн пек кăткăс лару-тăрура, кăшăл вирус чирĕ алхаснă тапхăрта сывлăха упраса хăварма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсене калама сĕннĕ.   

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Республикăри катастрофа медицини тата васкавлă пулăшу центрĕнче (РЦМКиСМП) ĕҫлĕ визитпа пулнă.  Йывăр вăхăтра сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем, хăйсене шеллемесĕр ырми-канми ĕҫленине курса ĕненнĕ республика Пуҫлăхĕ.

«Общствăлла организацисенче ĕҫлекенсен, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансен, тĕрлĕ политика партийĕсенче тимлекенсен пĕрле пĕр чăмăра пухăнса  килĕшсе ĕҫлемелле, кулленех сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене тав сăмахĕсем калама манмалла мар.   Тухтăрсем чирлисене сыватаҫҫĕ, кулленхи пурнăҫа таврăнма пулăшаҫҫĕ», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.  

Паянхи пурнăҫ таппинче йывăрлăха ковида хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекенсем кăна туймаҫҫĕ, ытти медицина ĕҫченĕсем те хăйсене шанса панă ĕҫре яваплăха туйса пысăк професси шайĕнче ĕҫлесе, халăхăн сывлăхне упрассишĕн вăй хураҫҫĕ.  

Автомобиль тата хулари пассажирсене илсе ҫӳрекен транспорт ĕҫченĕн кунне юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче паллă тăваҫҫĕ, паллă професси уявне халалласа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «03» службăра водитель пулса ĕҫлекенсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă,  транспорт шанчăклă пулсан,  кал-кал ĕҫлесен ҫынсен пурнăҫне  ҫăлса хăварма часах тенĕ.

«Ҫын пурнăҫпа вилĕм хушшинче тăнă чухне шăпах эсир пулăшма васкатăр. Чăваш Республикинче пурăнакансене питĕ кирлĕ пулăшу панă май ҫанталăк условийĕсене те, ытти йывăрлăха та пăхса тăмастăр. Эсир  пысăк профессионалсем, ҫав тери тăрăшуллă та чăтăмлă ҫынсем. Сирĕн алăра, медицина ĕҫченĕсенче, этем пурнăҫĕ», тенĕ вăл.

«Чунра яланах ырă хавхалану хуҫалантăр.  Эсир кирек-епле сиксе тухакан йывăрлăха та парăнтарас тесе, кирлĕ пек йышăнусем тума васкатăр. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕҫлеме пĕлетĕр. Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен медицина хатĕрĕсемпе сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем туххăмрах транспорт ҫинчех пулăшу параҫҫĕ, ҫынсен сывлăхне упраса хăварассишĕн ҫивĕч мерăсем йышăнаҫҫĕ. Коронавирус пандемийĕпе те май килнĕ таран туллин кĕрешетĕр, хăрушă лару-тăрура ҫынсене ҫăлса хăварассишĕн палăртнă вырăна туххăмрах ҫитме васкатăр», тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

РЦМКиСМП ĕҫченĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пысăк тав сăмахĕсем каланă.  Медицина пайĕнче пурлăхпа техника базине пуянлатса пыни – халăхăн сывлăхне упрама хăватлă витĕм кӳнине палăртнă.    

2021 ҫултан пуҫласа асăннă медицина учрежденийĕнче тĕпрен юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.  Кăҫал Раҫҫей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн,  «03» республика службине  17 автомашина уйăрнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Вĕсене пурне те паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтернĕ.



28 октября 2021
18:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter