"Ашшӗ-амӑшӗсене хăйсем ачисем валли тӑван чӗлхе суйласа илме хистемелле мар", – тенĕ Олег Николаев

"Ашшӗ-амӑшӗсене хăйсем ачисем валли  тӑван чӗлхе суйласа илме  хистемелле мар", – тенĕ Олег Николаев

  «Пирĕн патне сахал мар ҫăхав килет, тепре чухне учительсем ятарласа тăван чĕлхе вырăнне вырăс чĕлхине ирĕксĕрлетсе суйласа илме хистени сисĕнкелет.   Ачасен хăйсен ирĕкĕпе тăван чĕлхене суйламалла, кăмăл тунине пĕлтермелле.  Пирĕн вара уйрăмах ҫак ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхисем шутланаҫҫĕ. Вĕсене вĕренме ирĕк тата пĕр тан условисем яланах пулмалла.  Чăваш чĕлхине вĕрентекенсене хушма тĕрев памалла, вĕсене хавхалантаракан майсем тупса парсан, питĕ вырăнлă пулĕччĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    Ку ыйтăва вăл республикăри районсемпе хула администрацийĕсенче тăрăшакансемпе тĕплĕн сӳтсе явнă. Паллă пулăма, ытларах муниципалитетсенче вĕренӳ пайĕнче тăрăшакан ертрӳҫĕсем килсе ҫитнĕ.   

Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2017-2018-мĕш ҫулсенче тăван чĕлхе вĕренес текенсен шучĕ  84 процентпа танлашнă.  Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине вĕренме 48,2 процент ытларах 68 пин ача   кăмăл тăвать имĕш.

«Енчен те эпир ҫапла ĕҫе ӳлĕмрен те йĕркелесе пырсан, тăван чĕлхе аталанăвĕ пирки калама хĕн.  Вăхăт иртнĕ ҫемĕн вара, пачах та урăхла шухăшсем патне пырса тухма пултаратпăр. Темĕн те калама пулать. Тăван чĕлхене хисеплеме мĕн ачаран вĕренсе пымалла. Кулленхи ĕҫре унпа усă курса, ăна ламран лама куҫарса пыма тăрăшмалла.  Кун пек пулсан тин, эпир хамăрăн тăван чĕлхе аталанăвĕ пирки ҫирĕппĕн калама пултарайратпăр. Тăван халăха, тăван ҫĕршыва, тăван атте-анне чĕлхине юратмалла тата хисеплемелле», – тесе чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Кун пек ыйтса ҫырнисем час-часах Чăваш наци конгресне те  час-часах килсе тăнине асăннă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.   

«И.Н. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ чăваш чĕлхипе ятарлă специалист пулас текенсен шучĕ сахалланса пынине пĕлтерет.  Кадрсем пур, пособисем ҫителĕклĕ, пулăшас текен шухăшсем те пысăк пулни куҫ кĕретех», ­ – тенĕ Олег Николаев.  Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, тăван чĕлхе пирки манма юрамасть, шкулсенче ку тĕлĕшпе йĕркелӳ ĕҫĕсене тивĕҫлĕ шайра тытса пымалла, ачасене хавхалансах вĕренме условисем туса памалла. Ҫапла пултăр тесен, пурин те тăван чĕлхене ăша хывса, ăна хисеплеме пĕлмелле.  

«Ҫитес ҫултан ку ĕҫе ҫивĕчрех тĕрĕслесе тăма шантаратпăр.  Пĕлсех тăратпăр, ман пата та ятарласа ҫыру ҫыракансем пуласса.  Йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, яваплăх тыттарасси те часах.  Патшалăх тытăмĕнче мĕнпур ĕҫре йĕрке хуҫаланать, ăна пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар»,  – тесе ҫапларах асăрхаттарнă Олег Николаев.   

Наци чĕлхи вăй илсе аталанса пытăр тесе, республикăра сахал мар курăмлă ĕҫсем тунине асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Чăваш чĕлхине вĕренме хăтлă условисем йĕркеленĕ. Мĕнпур ĕҫсем комплекслă пулса пыраҫҫĕ. Республика тулашĕнче пурăнакансем те ҫителĕклĕ таран хатĕр условисемпе усă курайраҫҫĕ.

Чăваш чĕлхине упрама тата ăна аталантарса пыма 2020 ҫулта патшалăхăн хушма программине йышăннă. 2021-2025-мĕш ҫулсенче культурăпа туризма аталантарас тесе сахал мар мероприятисем программăна кĕртнĕ. Ятарласа чăваш чĕлхипе кĕнеке калăпласа кăларнă. Унта грамматика пирки сăмах пымасть, ачасене хавхалантарса тăван чĕлхене хисеплеме, унпа калаҫма вĕрентесси ҫине тимлĕх уйăрнă.  Кулленхи пурнăҫра тăван чĕлхепе калаҫни те питĕ усăллă. Вĕрентӳ пособине кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн пуҫламăшĕнче пĕрремĕш класра вĕренекен ачасене валли хатĕрленĕ.  Ҫитес тапхăрта ҫакнашкал вĕрентӳ пособийĕсем 2-4-мĕш класра вĕренекенсем валли калăпланĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентессипе ҫĕнĕ технолгисене тĕпе хурса, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлекеннисене хавхалантарсан  паха тесе сĕнӳ панă.  Пуҫаруллă паха ĕҫ опычĕсене вара ыттисене те вĕренсе пыма тăрăшмаллине чĕнсе каланă. Ку тĕслĕх Раҫҫейри ытти регионсемшĕн те вырăнлă пулĕ, вĕсенче те тăван чĕлхене вĕрентессипе сахал мар ĕҫсем тăваҫҫĕ. «Пĕр-пĕринпе пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, ҫитĕнӳ тăвасси те часах пулĕ», –  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    



28 октября 2021
12:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter