Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă чӑваш художникӗн Анатолий Даниловăн куравне уҫнӑ

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн  кунне халалланă чӑваш художникӗн Анатолий Даниловăн куравне уҫнӑ

 Халăхăн пĕрлĕхĕн кунĕ ҫывхарса килет. Ăна палăртса халăхсен Туслăх ҫуртĕнче Шупашкарта  «На своей земле»  ятлă курав уҫăлнă.  И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче  кафедра пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен профессора, Чăваш Республикин халăх ӳнерҫине Анатолий Данилова пĕлмен ҫын ҫук тесен те йăнăш мар пулĕ.  

«Курава Чăваш Ене халалланă. Пирĕн тăрăхра 120 тĕрлĕ наци ҫынни пĕр килти пек туслă, пĕрене-пĕри хисеплесе ĕҫлесе пурăнаҫҫĕ. Кашни халăхăн хăйне евĕр йăли-йĕркипе культури.   Пĕрлĕх кунĕ шăпах та пире пĕрлештерет, пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме хистет», тесе каланă  хăйĕн ум сăмахĕнче паллă пулăма пухăннă хăнасене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Автор ку курава кăҫалхипе 51-мĕш хут хатĕрленĕ.  Кунта тĕлĕнмелле чаплă ӳкерчĕксем хайланнă, чăваш тĕнчине сăнарланă сюжетсем. Художникăн тăван тăрăхĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялĕ. Виҫĕ ҫул хушши хăйĕн ăсталăхне туптаса, тавра-курăмлăхне пуянлатса сăнарлă ҫырса кăтартнă кураври ӳкерчĕксенче.  Кун пирки хăнасем те ҫирĕпĕн палăртсах каланă.

Олег Николаев автора пысăк тав сăмахĕсем каланă, кун пек илемлĕх тĕнчипе кăсăкланакансем пирĕн хушăмăрта пулни паллă, тăван яла, тăван киле, тăван ҫĕршыва хисеплеме, ăна юратса пурăнма хавхалантарнине палăртнă.  «Ҫав тери хитре пирĕн Чăваш Республики. Ӳкерчĕксем те ҫакнах ҫирĕплетеҫҫĕ» тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Тӳрех тăван ене ҫитсе курас килет, ҫут ҫанталăк илемлĕхне туйса, чуна пуянлатас килет.  Пире эсир тăван тавралăха юратма, уншăн яваплăха туйса ырми-канми ĕҫлеме вăй хушатăр. Эпир сирĕнпе чăннипех те мăнаҫланатпăр»,  тенĕ вăл.  

Пĕтĕмпе авторăн тăватă пине яхăн ӳкерчĕк хайланнă. Ялти илеме картинăсенче пĕрре мар сăнланă. «Ешернĕ чухне тăван ен чечек ăшĕнче», тет автор.

 Вĕсене ют ҫĕршывсенче те курса килленеҫҫĕ. Тĕрлĕ музейсенче унăн сăнарлă картинисем хисеплĕ вырăн тупнă.  Канадăра, Китайра, Венгрире, Финляндире, Германире пурăнакансем те кулленех тав сăмахĕсем калаҫҫĕ тенĕ автор сăмаха ҫавăрса.   



29 октября 2021
11:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter