"Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне эпир нихӑҫан та манмӑпӑр", – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

"Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне эпир нихӑҫан та манмӑпӑр",  – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

  «Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине пĕлтĕр анлă паллă турăмăр, паттăрсене асăнса 2021 ҫула Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă.  Пире тăнăҫ пурнăҫ парнелекенсем, ентешĕмĕрсем, вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсене парăнтарнисем пирĕн асăмăрта ĕмĕрех упранаҫҫĕ.  Тăшмана ҫапса аркатса,мирлĕ пурнăҫ парнелессишĕн вĕсем хăйсене шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнă», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ сумлă мероприятинче.     Хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче, виҫĕ уйăх хушшинче 380 ҫухрăм  хӳтĕлев чиккине вĕсем чавнă, кунсерен ĕҫлеме 85-110 пин ҫынна кăларнă.   Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫӗршывӑмӑр историйӗнчи чи хаяр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Ҫӗнтерӳшӗн калама ҫук пысӑк хак тӳлеме тивнӗ.

Олег Николаев мероприятине уҫнă май, кĕскен паллă пулăма халалласа ирттернĕ курăмлă мероприятисем пирки кĕскен каласа кăтартнă. Тĕрлĕ концертсем лартнине, кинофильмсем ӳкернине, кĕнекесем калăпласа пичетлесе кăларнине асăннă вăл.  Тĕрлĕ тĕпчев ĕҫĕсене те сахал мар йĕркеленине каланă  ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Ҫитĕнекен ăру мĕнпур ĕҫе хапăл тусах хутшăннине ырăпа асăнса пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Сăр чиккисене тунă тапхăр халăхăн паттăрлăхне кăтартакан тапхăр. Тыл ĕçченĕсем хушнине вăхăтра пурнăçласа пĕлтĕршлĕ те пысăк ĕç тунӑ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем хăйсене шеллемесĕр, выçăлăхпа сивĕлĕхе пăхмасăр ырми-канми тăрăшнă.  Вĕсен паттăрлăхне пирĕн яланах асра тытмалла. Чи пахи – шкул ачисем паян пирĕнпе пĕрле савăнса пурăнакан ватăсем патне ҫитсе килни, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлни, май килнĕ таран тимлĕх уйăрма тăрăшни.  Чылай аса илӳсене шкул ачисем паттăрсемпе пĕрле калаҫса ҫырса хăварма та пĕлнĕ.   80 çул каялла юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуçланă.

«Вăрҫă ҫулĕсенче тăрăшнă паттăрсем ĕмĕр пирĕн асра.  Эпир вĕсемпе пĕрле пурăнни – пысăк чыс. Пире вĕсем ҫитĕнӳсем тума хавхалантарса пурăнаҫҫĕ.  Эпир яланах хамăрăн ентешĕмĕрсемпе мăнҫланатпăр», – тесе каланă регион ертӳҫи.  

Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă ҫулталăка пĕтĕмлетнĕ май, кăҫал чăнласах та, нумай пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем туса ирттернине тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Пуҫлăх.  Куславкка тăрăхĕнче чаплă мемориал ҫĕкленет. Объектăн пĕрремĕш тапхăрĕпе пулакан ĕҫсене вĕҫне-хĕрне тухнă тесен те йăнăш мар пулĕ.

Ҫак ĕҫе мĕнпур халăх пĕрле килĕшсе пурнăҫлать. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă ҫынсем пирĕншĕн ĕмĕр тĕслĕхре. «Ахальтен мар калаҫҫĕ пулĕ, пĕрле туслă килĕшсе ĕҫлесен, кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма ҫăмăлтарах тесе. Ку ăнлавăн пĕлтерĕшĕ паянхи пурнăҫшăн та шăпах та, питĕ вырăнлă», тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.   

Тӑван ҫӗршыва фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ тата ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ улӑп чӗреллӗ ҫынсемпе мӑнаҫланас туйӑм пирӗн чун-чӗремӗрте ӗмӗрлӗхех сыхланса упранӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне эпир нихӑҫан та манмӑпӑр.

Торжествăлла пулăма хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă – Пронюхина Феоктиста Григорьевна, Прокопьева Елизавета Прокопьевна килсе ҫитнĕ.  Сумлă паттăрсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев саламланă, Ҫĕнтерĕве ҫывхартма пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуҫланăранпа 80 ҫул ҫитнине палăртакан медале парса чысланă.  



29 октября 2021
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter