Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ашшĕ кунĕ ячĕпе саламлани
Хаклă туссем!
Сире Ашшĕ кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Хăйне евĕрлĕ чуна пырса тивекен ҫак уява эпир Чăваш Республикинче 2020 ҫулта - Раҫҫейринчен пĕр ҫулталăк маларах - паллă тума пуҫларăмăр.
Атте пуласси - хăйне евĕрлĕ тивĕҫ тата татти-сыпписĕр ĕҫ. Паян Чăваш Енре ҫитĕнекен ăрăва воспитани парассинче ашшĕ-амăшĕн пĕлтерĕшне, ашшĕсен ят-сумне ӳстерессине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Ҫак ĕҫре Чăваш Республикинче граждан обществине йĕркелес тĕлĕшпе ĕҫлекен «Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕ» общество организацийĕн тӳпи пысăк, вăл ашшĕ-амăшĕ ыйтакан проектсене ăнăҫлă пурнăҫлать. Эпир организацие пулăшса пыратпăр, вĕсен пуҫарăвĕсене ырласа йышăнатпăр. Ачисене тивĕҫлĕ воспитани парса ӳстерекен ашшĕсене чăтăмлăхĕшĕн, вăй-халĕшĕн тав тăватăп.
Хисеплĕ ашшĕсем! Сирĕн килте яланах ăшă та хăтлă пултăр, тăванăрсемпе ҫывăх ҫыннăрсем сирĕн хӳтлĕхе туйса тăччăăр, телейлĕ пулччăр! Пурнăҫăрта ачăрсемпе мухтанмалли сăлтав ытларах та ытларах пултăр!
Сире тата сирĕн ҫемĕесене ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев