Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажирсене илсе ҫӳрекен транспорт ĕҫченĕн кунĕ ячĕпе саламлани
Чăваш Республикин транспорт отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ - Автомобиль тата хулари пассажирсене илсе ҫӳрекен транспорт ĕҫченĕн кунĕ - ячĕпе саламлатăп!
Автомобиль транспорчĕ - патшалăхĕн транспорт инфратытăмĕн тĕп пайĕсенчен пĕри. Аталаннă автотранспорт отраслĕ экономикăн тухăҫлă ĕҫĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл пысăк инвестици проекчĕсене, социаллă проектсене пурнăҫлама пулăшать.
Чăваш Республики пысăк транспорт узелĕ пулса тăрать, кунта автомобиль магистралĕсем, чукун ҫулсем, шыв тата сывлăш ҫулĕсем пĕр-пĕринпе хĕресленеҫҫĕ. Транспорт отраслĕн шанчăклă та кал-кал ĕҫĕ ҫынсен пурнăҫ шайне, пахалăхне лайăхлатмалли тĕп услови пулса тăрать.
Чăваш Енĕн автомобиль хуҫалăхĕн ĕҫченĕсен тăрăшулăхĕ транспорт линисем ҫине куллен тухассине, пассажирсене илсе ҫӳрессин хăрушсăрлăхĕпе хăтлăхне тивĕҫтерет. Паян отрасль кал-кал аталанать: общество транспорчĕн паркĕ ҫĕнелет, пĕлтĕр ҫĕнĕ йышши 68 троллейбус туяннă, маршрутсем ҫине ҫĕнĕ, экологие тивĕҫтерекен меллĕ автобуссем тухаҫҫĕ. Электротранспорт аталанăвĕн пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Чăваш Ен электромобильсем валли инфратытăм хатĕрлеме пуҫлакан территорисен йышне кĕрес тĕллевлĕ.
Пассажирсен ыйтăвĕсене тивĕҫтерессин пахалăхне лайăхлатасси, транспорт системинче ҫĕнĕ йышши технологисене ĕҫе кĕртесси - пирĕн умра ҫак тĕллевсем тăраҫҫĕ. Эпир транспорт планированине ҫирĕплетес енĕпе ĕҫлеме пуҫлатпăр. Документ региона федерацин хуласен агломерацийĕсенче пассажирсене илсе ҫӳрекен транспорта ҫĕнетмелли программисене хутшăнма ирĕк парĕ.
Сире чи малтанах профессие парăннăшăн, экономикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ транспорт отраслĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, ăнăҫлă та тухăҫлă ĕҫшĕн тав тăватăп. Телей, ырлăх, малашне те ăнăҫлă ĕҫлеме сунатăп.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев