Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ килти хуҫалӑхсене пулӑшу памалли ҫӗнӗ формӑсем хатӗрлеме сĕнет

«Пирĕн харпăр хăй хуҫалăхĕнче ĕҫлекенсен ĕҫне тĕплĕн пăхса тухмалла. Мĕншĕн тесен, кăҫалхи ҫул вăл программăпа ĕҫлесси вĕҫленсе пырать», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра. Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассинче ЛПХ калăпăшĕ 40 процента яхăн пулса пырать. Сĕт-ҫу, пахча-ҫимĕҫ таварĕсене туса илессипе те курăмлă вĕсем ĕҫлени сисĕнет. Кооперативсене йĕркелесе ярсан, пĕрлешсе ĕҫлесен, таварсене вырнаҫтарма та меллĕрех пулĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Хальхи вăхăтра граждансене патшалăх енчен ятарлă тĕрев куҫать, харпăр хăй хуҫалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх усракансене, урăмах сăвăнакан ĕне тытакансене, республика бюджетĕнчен укҫа парса пулăшаҫҫĕ. 2021 ҫута республика хыснинче 171 млн 376 пин тенкĕ пĕтĕмĕшле уйăрнă. Кăҫалхи ҫул юпа уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне патшалăх енчен куҫакан пулăшăва 159,9 млн тенкĕ куҫарса та панă. Енчен те хуҫалăхра пĕр ĕне тытаҫҫĕ пулсан – 2 400 тенкĕ параҫҫĕ, икĕ ĕне тытсан – 3400, виҫҫĕ е тата ытларах ĕне пулсан вара 4400 тенкĕ уйăраҫҫĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче 2021 ҫулта бюджетран аграри тытăмне 3,6 млрд тенкĕ тăкакланине, кăтарту 2020 ҫулхипе танлаштарсан 9 процент нумайрах тенĕ вăл. Ҫитес вăхăтра выльăх-чĕрлĕх усрамалли ҫуртсене хăпартма, вĕсене валли апат хатĕрлеме укҫа-тенкĕ куҫассине те палăртнă.
Уй-хир ĕҫĕсене пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республики ытти субъектсемпе танлаштарсан Атăлҫи федераци тăрăхĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăннине каланă. Юлашки ҫулсенче кукуруза пуҫтарса тирпейлессипе регионта курăмлă ĕҫленине те палăртнă вице-премьер.
Кăҫал ҫанталăк типĕ тăчĕ. Нумай районсенче хуҫалăхсем йывăрлăх тӳсни те сисĕнчĕ. Тăкак тӳснине Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствине кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене илсе ҫитернĕ. Специалистсем экспертиза тăваҫҫĕ. Ҫитес вăхăтра федераци шайĕнче палăртнă министерство экспертиза пĕтĕмлетĕвне пĕлтерĕ.
Техника тăрăмĕ пирки калас пулсан, юлашки ҫулсенче сахал мар ĕҫ пурнăҫланă. Кăҫал кăна пĕтĕмпе 1066 ед техника туяннă аграри пайĕнче вăй хуракансем. Паллă, кăтарту 2020-мĕш ҫулхипе танлаштарсан чылай пысăк, комбайн, трактор таврашне сахал мар туяннă. Ӳсен-тăрана апатлантарма 21,9 пин тонна минераллă удобрени илнĕ, кăтарту пĕлтĕрхинчен 7,9 процент пысăкрах.
«Ку эрнере ял хуҫалăх ĕҫĕсене пĕтĕмлетĕпĕр, тухăҫа пĕтĕмĕшле епле пухса кĕртнине тарăн тишкерĕпĕр», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ку эрнере Ял хуҫалăх ĕҫченĕсен кунне халалланă пулăм пуласса та асăннă палăртнă вăл сăмах май. Мероприятине вакцинаци туни пирки ҫирĕплетекен сертификат пулмалла, е тата ПЦР-тест. «Маларах палăртса хунă мероприятисене туххăмрах улăштармăпăр, профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнмалла, йĕрке пăсмалла мар» – тенĕ ертӳҫĕсем.