Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани
Чăваш Республикин хисеплĕ ҫыннисем!
Сире Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ Раҫҫейри мĕн пур ҫынна пĕрлештерет - вăл питĕ хăйне евĕрлĕ уяв, унта авалхипе хальхи пурнăҫ, наци кăмăлĕ тата халăхсен пуян йăли-йĕрки тĕп вырăн йышăнаҫҫĕ. Мăн асаттесем паттăрлăх кăтартнăран ҫак уяв патриотизм палли, халăхсен туслăхĕн ырă тĕслĕхĕ пулса тăчĕ. Чăваш Ен 470 ҫул каялла Раҫҫей патшалăхне хăй ирĕкĕпе кĕнĕ хыҫҫăн чăваш халăхĕ Раҫҫейри тăванла халăхсен туслă ҫемйин пĕр пайĕ пулса тăнă, мăнаҫлă ҫĕршывăн историйĕнче ҫырăнма пуҫланă.
Пирĕн республикăра 128 тĕрлĕ наци тата тĕн ҫынни килĕштерсе пурăнать. 2017 ҫулта Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн ҫурчĕ уҫăлчĕ, унта 36 наци культура пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕ. Эпир пирĕн республика аталанăвĕн ыйтăвĕсене пĕрле татса паратпăр, наци проекчĕсене тата патшалăх программисене те пĕрле пурнăҫлатпăр. Тăван ҫĕршыв ҫирĕплентĕр тесе пĕрлех ĕҫлетпĕр.
Пирĕн паянхи тĕллев - Раҫҫее вăйлăрах тата ҫирĕпрех тăвассишĕн пĕрле ĕҫлесси, ачасемпе мăнуксене хамăрăн историе хисеплеме вĕрентесси, пĕрлĕх, туслăх вăйне туйма, пĕр-пĕрне хисеплеме тата пулăшма хăнăхтарасси. Пурне те ҫирĕп сывлăх, ырлăх, мĕн пур ĕҫре ăнăҫу сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев