Хакатона пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Ен тĕп хулинче 7-мĕш хакатона пĕтĕмлетрĕç. Форума хутшăнакансем виçĕ кун компьютер ăс-хакăлне усă курса хула тавралăхне хăтлăх кĕртмелли проектсем хатĕрлерĕç. Чи ăнăçлисем хӳтĕлев тапхăрне тухрĕç. Форума çĕршыври 15 регионтан çĕр çирĕм ытла çын хутшăннă. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев – компьютер ăс-хакăлне усă курса хула тавралăхне хăтлăх кĕртессипе проектсем хатĕрлесси. Чăваш Ен чысне хакатонра 15 ушкăн хутĕлерĕ. – Эпир конкурса укçа ĕçлесе илме килмен. Эпир ăна урăх çĕрте тĕрлĕ мелпе тума пултаратпăр. Чи малтанах эпир кунта çĕнĕ пĕлӳ илме, ăста çынсемпе паллашма килнĕ. Кунта çĕнĕ кăмăл-туйăм çуралать. Эпир хастаррăн хутшăнтăмăр. Çамрăксем хăйсен тăван хулине, регионне илемлĕ курасшăн. Форум шăпах проектсене пурнăçлама май парать. 2024 çулччен тата 109 хакатон иртмелле. Шупашкарти форумра вара Чăваш Ен тĕп хулинчи 61-мĕш шкулăн вĕренекенĕсем çĕнтерчĕç. Республикăри цифра министерстви хатĕрленĕ кейс хăнăхтарăвĕсене пурнăçланă. Вĕсем тунă проект хакатонра чи ăнăçли тесе палăртнă çĕнтерӳçĕсене 200 000 тенкĕпе хавхалантарчĕç. – Эпир халĕ те ĕненместпĕр, 3-мĕш тухатпăр пуль тенĕччĕ. Конкурса, чăнах та, питĕ аван. Проектсем нумай. Тĕслĕхрен, Мускавпа Пермь хулисен. Виççĕмĕшпе иккĕмĕш вырăнсене каласан эпир тепĕр хакатонра çĕнтерессе шантăмăр. Иккĕмĕш вырăна Пермь хулинчен килнĕ ушкăн çĕкленчĕ. Виççĕмĕшне Мускавпа Питĕр хулинчи ушкăнсем пайларĕç. Хакатон пĕлтерĕшĕ пысăк. Форум пултарулллă çамрăксене тупса çул уçса пама, вĕсен проекчĕсене пурнăçлама пулăшмалла.



НТРК
01 ноября 2021
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter