Олег Николаев Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх наградисене парса чысланă

Олег Николаев Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх наградисене парса чысланă

«Шăпах та, нумай ачаллă ҫемьесем приоритетлă шутланаҫҫĕ те. Ҫемье институтне аталантарасси тата ăна тĕрев парасси патшалăхăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш  Республикинчи социаллă активлă ҫемйесене Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысланă май.  

Ҫирӗп мӑшӑрсем чӑн-чӑн юрату тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ тата вĕсем чăнласах та пысăк хисепе тивĕҫ. Вӗсем – сывӑ обществӑн, Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн телейлӗ пуласлӑхӗн шанчӑклӑ никӗсӗ, патшалӑхӑн тивӗҫлӗ граждансене воспитани парас ӗҫри тӗревӗ шутланнă та малашне те шутланаҫҫĕ те.

Ачасене тĕрĕс тĕкел ҫитĕнтерсе, воспитани парас ĕҫре пысăк тӳпе хывнă  нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ наградăсем парса хавхалантарнă.

Ҫемье тĕрекне тытса пырас, амăшĕпе ачисене хӳтĕлес, ача ҫуратаслăха, нумай ачаллă ҫемйесене патшалăх енчен тĕрев парассипе сахал мар пулăшу пăхса хăварнă. Федераци тата регион шайĕнчи тĕрлĕ пулăшусене тивĕҫмелли йĕркесем ансатлансах пыраҫҫĕ.    

Юлашки ҫулталăк ҫурă хушшинче нумай ачаллă ҫемйесене тĕрев пама,  республикăра пысăк тишкерӳ ĕҫне пурнăҫланине асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Тĕрев виҫине хăпартас тата вĕсен мерисене анлăлатассипе те сахал мар ĕҫ пурнăҫланă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юлашки ларăвĕнче хушма саккун проекчĕсене пăса хăварнă.  Нумай ачаллă ҫемйесен, ашшĕ-амăшĕсенчен пĕрин транспорт налукне тӳлесси прахăҫланать.  Кун пек ҫăмăллăхсемпе 5 ачаллă ҫемйесем усă курĕҫ.  Ҫитес ҫултан вара, кун евĕр ҫăмăллăхпа виҫĕ ачаллисем те усă курма тытăнĕҫ.   Ку тĕреве тата та 3600 ҫемье илме тытăнасси куҫ кĕретех», – тесе пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ.  

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре  ачаллă ҫемйесене патшалăхăн 51 тĕрлĕ пулăшăвне парса тивĕҫтереҫҫĕ, вĕсене валли  пĕтĕмпе 25 млрд тенкĕ уйăрса хăварнă.    Уйрăмах нумай ачаллă ҫемйесене пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. Республикăра вĕсен йышĕ хальлĕхе 16 пинпе танлашать.  2012 ҫулхипе танлаштарсан, кăтарту 90 процента ҫити хăпарнă.    

«Пирĕн тĕллев – республикăра пурăнакансем валли хăтлă условисем йĕркелесе пыма витĕм кӳресси. Хамăрăн республикăна юратса хисеплесе пурăнччăр, унпа мăнаҫланччăр»,  – тесе ҫапларах каланă Олег Николаев.  «Телейлӗ, пурнӑҫпа кӑмӑллӑ пулас тесен кашни ҫыннӑн хӑй ыттисене кирлине туйса тӑмалла, унӑн хӑтлӑ кил-ҫурт, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи пулмалла, вӑл лайӑх медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма, пахалӑхлӑ пӗлӳ илме пултармалла тата хӑйӗн ачисен малашлӑхӗ ырӑ пулассине шанмалла», – тенĕ вăл.

Ачаллă ҫемйесемпе пĕрле социаллă пĕлтерĕшлĕ 300 ытла мероприяти ирттереҫҫĕ ҫулсерен Чăваш Республикинче.  Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри «Ҫулталăк ҫемьи» республика конкурсĕ.  Ăна йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни ҫулах ҫемьесем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ.  2004-мĕш ҫултан пҫласа пурĕ вăл ăмăртура 2 пин те 797 ҫемье хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.     

Ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси, ашшӗ-амӑшне пулӑшу парасси, ачасене тивӗҫлӗ воспитани пама лайӑх майсем туса парасси малашне те патшалӑхӑн тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче пулӗҫ. Чăваш Республикинчи хастар та пултаруллă ҫемйесене патшалăх наградисене парса чысланă.

 



01 ноября 2021
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter