Чӑваш Енре вакцинациленекенсен шучĕ самай ӳсрĕ

Чӑваш Енре  вакцинациленекенсен шучĕ  самай ӳсрĕ

 Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Россия 24» телеканала интервью панă вăхăтра пĕлтернĕ.  «Вакцинациленес текенсен шучĕ курăмлăнах хăпарса пырать.  Малтанхи тапхăртисемпе танлаштарсан кăтарту 3-3,5 хут нумайрах пулни сисĕнет, хӳтлĕх хатĕрĕсемпе тĕллевлĕн усă курни паллă.  Эпир те кулленех ҫынсене усал амак чирĕнчен прививка туни ҫăлса хăварма пултарасса пĕлтерсех тăратпăр.  Профилактика мерисене пăхăнмалла, харпăр хăй сывлăхĕшĕн, тăванĕсемшĕн пурин те тăрăшмалла, май килнĕ таран пулăшма пикенмелле», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.     

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юпа уйăхĕн пуҫламăшĕ тĕлне кашни эрнере вăтамран 11 пине яхăн ҫын вакцинациленме кăмăл тунă. Паянхи куна илес пулсан, кунсерен 5 пине яхăн ҫын прививка тăвать.

Пĕтĕмĕшле паянхи куна Чăваш Республикинче кăшăл вирусран асăрханас тесе 424 509  ҫын прививка тунă.    

Хальхи вăхăтра енчен те ҫынсем усал амак чирĕпе чирлесе ирттернĕ пулсан, вĕсене те QR-кодпа тивĕҫтермелли мерăсем хатĕрлес ыйтăва тĕпченине асăннă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче. Мĕншĕн тесен, вĕсен справки пур, анчах та ăна кулленех пĕрле чиксе ҫӳретме питĕ меллех мар. «Эпир калатпăр ҫке-ха, енчен те ҫынсем чирлесе ирттернĕ пулсан, вĕсен те вакцинациленнĕ пекех, ҫур ҫул хушши антителасем ҫителĕклĕ таран», - тесе ҫаплрах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Чире чирлесе ирттернисен те справка пур, вĕсене реестра кĕртмелле, QR-кодпа тивĕҫтерсен аван. Электронлă майпа усă курма май килсен, питĕ те вырăнлă пулнă пулĕччĕ теҫҫĕ ертӳҫĕсем.  

Эпидемиологи лару-тăрăвĕ регионта пур-пĕрех ҫивĕчленсех пырать.  Икĕ-виҫĕ кун хушшинче халăх ĕҫе ҫӳременнине кура, кăштах усал амак чирĕ лăпланнă пекрех. «Сиплев учрежденийĕсенче вăраха кайса чирлекенсен йышĕ пĕр шайра тăрать. Ҫĕнĕрен чирлекенсем сахалланса пынине ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем. Кун пек малалла та лару-тăру лăплансан, тен усал чире парăнтарма май килĕ», - тесе каланă Олег Николаев.  

Кану хыҫҫăнхи ĕҫ кунĕсем епле пулассине кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен оперативлă штабăн ҫитес ларăвĕнче тарăн пăхса тухĕҫ. Планпа килĕшӳллĕн, ларăва чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.   



02 ноября 2021
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter