«Наци культурипе чӗлхе аталанӑвӗ Чăваш наци конгресӗн тата Федерацин чӑваш наципе культура автономийӗн пӗрлехи ӗҫӗ пулсан аван», – тенĕ Олег Николаев

«Наци культурипе чӗлхе аталанӑвӗ Чăваш наци конгресӗн тата Федерацин чӑваш наципе культура  автономийӗн пӗрлехи ӗҫӗ пулсан аван», – тенĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш наци конгресĕн пайташĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   

Чăваш чĕлхипе культурин вăй-хăватне ӳстерес тесен, Раҫҫейри чăвашсен наци культурин автономийĕпе Чăваш наци конгресĕн пайташĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемеллине, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса вĕренсе пымаллине чĕнсе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗпе, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен профильлӗ органӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессине вӑйлатмаллине палӑртса хӑварнӑ.

«Раҫҫей Федерацийĕнчи чăвашсен наци культурин автономийĕпе килĕшсе мĕнпур мероприятисене  йĕркелесе пырсан аван.  Культурăпа тăван чĕлхене аталантарассипе ятарлă министерствăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле,  тăван халăхăмăрăн туприне, тĕп пуянлăхне упраса хăварассишĕн мĕнпур мероприятисене халăх ырлăхĕшĕн пурнăҫласа пымалла.  Пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, ҫитĕнӳсем те нумай кĕттермĕҫ», тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Федераци шайĕнче пĕрлехи ĕҫсене туса пырсан, Чăваш наци конгресĕн ĕҫ-хĕлĕ тата та лайăхланĕ, пысăк проектсене те пурнăҫа кĕртсе пыма меллĕрех пуласси никама та иккĕлентермĕ.  Федераци агенствипе пĕрле хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă Пуҫлăх, проектсене кăсăклă хатĕрлесе, пурнăҫа кĕртсе пыма вăй-хал суннă.

Раҫҫйери субъектсемпе тачă ҫыхăнура пулмалла, культура ҫыхăнăвĕсене кулленех сарма тăрăшмалла. Чăваш Ен ентешлĕхĕсемпе те тӳр килсе ĕҫлесен мероприятисем чаплăрах пулĕҫ. Тĕлĕ халăхсен хушшинчи культура ҫыхăнăвĕ вăй илсе пырсан, туслăх тата та ҫирĕпрех пуласси куҫ кĕретех.  «Чăваш Ери ытти наци культурин пĕрлешĕвĕсемшĕн те усăллă ĕҫсем йĕркелемелле, туслăха малти вырăна яланах кăлармалла», – каланă сăмаха ҫавăрса Олег Николаев.  «Пирĕн республикăра 128 тĕрлĕ наци ҫынни пĕр-пĕрне хисеплесе, туслă ĕҫлесе пурăнаҫҫĕ. Ӳлĕмрен та ҫапла пултăр - пурнăҫра килĕшӳ хуҫалантăр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   



02 ноября 2021
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter