Аграрисене чысларĕç

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявларĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ял ĕçченĕсен тата апат-çимĕç хатĕрлекенсен кăçалхи иртнĕ тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад турĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра пĕлтĕрхи çав хушăринчен вĕсем производство калăпăшне ӳстернĕ, ял хуçалăх культурисене пухса кĕртнĕ, кĕрхи тырра акса хăварнă, çĕртме тунă, ытти нумай ĕçе пурнăçланă.

Çанталăк çулла шăрăх тăнă пирки тухăç пĕлтĕрхи чухлĕ мар, çапах тырă 540 пин тонна /ампар виçипе/ пухса кĕртнĕ.

Вице-премьер хресченсемпе апат хатĕрлекенсен ӳсĕмне тĕплĕ тишкерчĕ, вĕсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартрĕ.

Савăнăçлă пухăва хутшăннисене уяв ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, аграрисен ĕçне пысăка хурса хакларĕ.

Уява хутшăннисене патшалăх тата ведомство наградисем парса хавхалантарчĕç, артистсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.



Хыпар
03 ноября 2021
18:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter