Сумлă наградăпа чысларĕç
Ĕçчен те маттур, пултаруллă та хастар, хăйсен тивĕçне тупнă, суйласа илнĕ ĕçе чунтан юратса, яваплă пурнăçлакансем – тăван çĕрĕн чăн-чăн пуянлăхĕ. Çĕр ĕçченĕсем йывăрлăхсене пăхмасăр çулран çул хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ. Уй-хирте тăрăшакансем, хăватлă техникăпа вăй хуракансем, кашни сĕтел çине вĕри те кăпăшка çăкăр илсе çитерекенсем. Кашни ĕç хисепре те сумра. Ял хуçалăх, тавар тирпейлекен промышленность тытăмĕнче ырми-канми вăй хуракансене патшалăх наградисемпе Правительство çуртĕнче чысларĕç. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕскерсем – паянхи кун паха та яваплă специалистсем. Куллен вĕсем шур халат, ĕçе пурнăçламалли ятарлă тум-тир тăхăнса хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçлаççĕ. Вĕсем тăрăшнипех пирĕн сĕтелсем çинче тутлă та кăпăшка çăкăр, лавкка сентрисем çинче вара экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха пахча-çимĕç. АЛЕНА САДОВНИКОВА: «Нумай çул ĕçлетпĕр, коллективпа туслă ĕçлеме тăрăшатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Лайăхрах, тутлăрах батонсем, çăкăрсем пĕçересшĕн. Чунпа тăрăшса ĕçлесен, чуна парса ĕçлесен çăкăрсем те батонсем те питĕ тутлă пулаççĕ». Куллен уй-хирсенче, цехсенче, руль умĕнче тар тăкса вăй хураççĕ пулсан паян вĕсем Правительство çуртне савăнăçлă уява пухăннă. Чылайĕшĕшĕн çакă хумхануллă самант. Вĕсенчен кашниех ĕçчен çеç мар, çав вахăтрах сăвапайлă та. Хăйсен ĕçĕ пирки нумай калаçма хăнăхман. Сумлă наградăсемпе чыслани вара малалла та хăйсен ĕçне ытларах юратма тата та яваплăрах пурнăçлама, халăха тата та ытларах кирлĕ таварпа тивĕçтерме хистет тесе палăртаççĕ кунта пухăннисем.
НИКОЛАЙ КИРИЛЛОВ: «Пĕр енĕпе анчах ĕçлесессĕн ыттисемпе такăнма пултаратпăр. Çавăнпа пĕр хуçалăх – выльăх-чĕрлĕхпе, тепри – тыр-пулпа, виççĕмĕшĕ – ут-курăкпа. Çавăн пек ĕçлесессĕн, ман шутпа, малашне те аталанусем пулççĕ. Тата тепĕр енчен пирĕн агроуниверситет пулчĕ. Институтран академине куçрăмăр. Академирен – университета. Мĕнле калас, вĕренӳ заведенийĕ те çултан çула лайăхрах ĕçлесе пырать темелле». Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев малашне те ĕçе пурнăçлама çирĕп сывлăх сунса кашнинех тав сăмахĕ каларĕ.