2022 ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре ялсенче клубсем тӑвас тата юсас енĕпе пиллӗк ҫуллӑх программа пурнăҫа кĕме тытăнать

2022 ҫултан пуҫласа  Чӑваш Енре ялсенче клубсем тӑвас тата юсас енĕпе пиллӗк ҫуллӑх программа пурнăҫа кĕме тытăнать

2022–2026 ҫулсенче 55 клуба ҫĕнетме тата 25-шне ҫĕнĕрен хута яма плана кĕртнĕ. Кун пирки ырă хыпара ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.  Ял тăрăхĕсенче инфратытăма комплекслă аталантарса пырасси патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Республика Ертӳҫи хушăвĕпе килĕшӳллĕн, культурăна тата туризма аталантарас патшалăх программине хушма программа кĕртнĕ.  Ял территорийĕсенче культура ҫурчĕсене тĕпрен модернизацилеме план тунă. Комплекслă программа муниципаллă пĕрлешӳсенче ҫĕнĕ культура ҫурчĕсене те хута яма ирĕк парать.  Культура ҫурчĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттересси ыйту та кун йĕркинчех пулса тăрать.  Пĕр сăмахпа каласан, ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса вăй илсе пырасси куҫ кĕретех.

«2022–2026-мĕш ҫулсенче пурĕ 25 ҫĕнĕ клуб туса лартма план тунă.  Кунсăр пуҫне 55-шне тĕпрен юсама тĕллев лартнă. 2022-мĕш ҫулта пиллĕк культура ҫуртне хăпартса лартма тата 11-шне юсама республика хыснинчен 220 млн тенкĕ пăхса хăварнă», – тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 677 культурăпа кану ҫурчĕ шутланать, вĕсенчен 656-шĕ ялсенче.  Палăртса хăваратпăр, мĕнпур клубсенчен 0,7 проценчĕ юрăхсăра тухнă, 13% тĕпрен юсаса ҫĕнетмелле. Кунсăр пуҫне тăватă клуб арендăна илнĕ пӳлĕмсенче шутланса тăрать.  Поселенисенчи 29 административлă центрсенче клубсене аварийлĕ тесе йышăннă, вĕсенче культура ĕҫченĕсене ĕҫлеме хăтлă условисем ҫукпа пĕрех.  Культура ҫурчĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарас ыйту та кун йĕркинчех ҫивĕч тăрать. Вăл ҫуртсене 1970–1980-мĕш ҫулсенче хута янă пулнă. Унтанпа сахал мар вăхăт иртнĕ, ҫавăнпа та вĕсене тĕпрен ҫĕнетес ыйту пĕлтерĕшлĕ.       



08 ноября 2021
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter