Чӑваш Енри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем тĕпрен модернизациленсе пыраҫҫĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансен тӗрлӗ категорийӗсен интересӗсене май килнӗ таран шута илме май паракан модернизациленнĕ центрсен пĕрлехи стандартлă ĕҫне йĕркелеме сĕнет.
«Пирĕн паянхи куна илес пулсан, ваканси сахал мар, ĕҫсĕррисен шутĕнчен тăватă хут та нумайтарах. Ĕҫсĕррисене ытти тĕрлĕ ĕҫе куҫарас тесе, вĕсене хатĕрлессипе те сахал мар ĕҫ пурнăҫланă. Социаллă контрактсене тĕпе хурса, программа та пурнăҫа кĕрсе пырать. Программăсене пĕр-пĕринпе шайлаштарса пымалла, Экономика министерстви хатĕрлекен ĕҫ хучĕсене те шута илмелле, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталнтарас ĕҫре те, ял хуҫалăх пайне те витĕм кӳме те майсем тупма тăрăшмалла», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Сăмах май, вăл ҫӳлерех палăртнă тытăмсен, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, квалификациллĕ кадрсем хатĕрлемеллине те аса илтерсе хăварнă, экономикăра, социаллă сферăра кирлĕ специалистсене явăҫтармаллине каланă.
«Ĕҫпе тивĕҫтерекен служба пулăшăвĕпе кăҫал мĕн чухлĕ специалистсене хатĕрлесе кăларман пулĕ. Вĕсене паянхи куна ĕҫпе тивĕҫтернĕ е ҫук. Пирĕн ӳлĕмрен тен ытларах паянхи пурнăҫ ыйтакан специалистсене хатĕрлесси ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла тен. Вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ – тĕрлĕ профессийĕн квалификацине ӳстересси е ĕç вырăнне улăштарас кăмăл пулсан çĕнĕ пĕлӳ парасси. Ĕҫпе тивĕҫтерме хатĕррисенчен заявка пухмалла. Ку енĕпе ĕҫ-пуҫа тытăннă, малашне тата та хастартарах ĕҫлесе пыма тăрăшмалла», – тесе каланă Олег Николаев.
Паян, чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Унта Чăваш Республикин ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова республикăри ĕҫпе тивĕҫтерекен центрсене тĕпрен модернизацилесе пынине пĕлтернĕ. Ĕҫсен йĕркине анчах мар, тĕрлĕ енсене те ҫĕнетсе пурнăҫа кĕртесси, ҫуртсен сăн-сăпатне те илемлетсе хăтлă условисем тăвасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнине асăннă министр хăйĕн сăмахĕнче. Професси пĕлĕвĕ илме е халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем квалификацие ӳстерме направленисем те сахал мар парса тивĕҫтернине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.
«2019 ҫултан пуҫласа Канаш хулинче ĕҫпе тивĕҫтерекен центра юсаса хута янă. Кăҫал чӳк уйăхĕнче Улатăр хулинче кадрсен центрне ҫĕнетсе пĕтернĕ хыҫҫăн хута ярĕҫ. 2022-мĕш ҫулта Ҫĕмĕрле хулинче ĕҫпе тивĕҫтерекен центра тĕпрен модернизацилеме тĕллев лартнă. Ҫурта юсаса ҫĕнетĕҫ, сусăрсене кĕрсе тухма, хăтлă условисем тăвĕҫ, тавралăха тирпей-илем кĕртĕҫ, пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе улăштарĕҫ тата ытти те. Объекта тума паянхи куна подрядчика палăртнă, патшалăх контрактне алă пусса ҫирĕплетнĕ, ĕҫе ҫитес ҫул кăрлач уйăхĕнчен пуҫарса яма тĕллев лартнă», – тесе пĕлтернĕ министр.
Центрсене ҫĕнетнĕ хыҫҫăн, документсене ĕҫпе тивĕҫтерекенсене электронлă майпа хатĕрлесе тăратма май пулĕ. Кун пек тусан, клиентсен вăхăтне перекетлеме аван. «Робота в России» пĕрлехи цифра платформинче ĕҫе йĕркелеме ансат пуласси те куҫ кĕретех. Ку ĕҫе хатĕр мĕнпур центрсене явăҫтарма тĕллев лартнă. «Демографи» наци проекчĕн «Ĕç тупма пулăшасси» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн вĕренме май пур. Ĕç рынокĕнче кирлĕ профессипе пĕлӳ илес текен çамрăк амăшĕсем «Раççейри ĕç» порталта хăйсем тĕллĕнех заявка пама пултараççĕ. Ку порталта программа пуян.
Чăваш Республикинче ĕҫсĕррисен шучĕ ҫулталăк пуҫланнă тапхăра 15,4 пин ҫын чухлĕ сахалланнă. Ĕҫсĕррисен шучĕ 2,5 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. 2021 ҫул пуҫланнăранпа 29,8 пин ҫынна ĕҫпе тивĕҫтерме май килнĕ. 24 пин ытла ваканси пур тесе пĕлтерӳре вырнаҫтарнă. Кăтарту ырă ене куҫать, усал амак чирĕ алхасма пуҫланичченхи шая ҫитнĕ тесен те йăнăш мар. Кăтарту пандеми чирĕ пуҫланичченхи тапхăртипе танлашнă, апла пулсан, ҫĕршыв Ертӳҫин хушăвне пурнăҫлани куҫ кĕретех.