Чи тăрăшуллисене чысларĕç

Правительство çуртĕнче тĕрлĕ отрасльте палăрнă çынсене чысларĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, хăйĕн ĕçне юратса тăвакан яланах çитĕнӳ тăвать.

«Ĕç коллективĕ уйрăм çынсем çинче тытăнса тăрать. Предприяти ӳсĕмĕ вĕсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕнчен нумай килет. Эсир кашниех хăвăр отрасль аталанăвне пысăк тӳпе хыватăр. Нумай çул ĕçлесе опыт пухнисем пурнăç улшăнăвĕсенчен юлманни, çĕнĕ ĕç мелĕсене алла илни уйăрмах савăнтарать. Ĕçе цифра çине куçарас енĕпе те кăтартусем пĕчĕк мар. Çавăн пекех ĕç çине çĕнĕлле пăхни, креативлă идейăсене пурнăçа кĕртни пĕлтерĕшлĕ», — терĕ регион ертӳçи.



Хыпар
03 ноября 2021
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter