Олег Николаев ҫĕр ĕҫченĕсене экологи тӗлӗшӗнчен таса таварсем тирпейлессипе "симӗс бренд" туса кӑларассине пысӑклатма сĕннĕ

Олег Николаев  ҫĕр ĕҫченĕсене экологи тӗлӗшӗнчен таса таварсем тирпейлессипе "симӗс бренд" туса кӑларассине пысӑклатма  сĕннĕ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ял хуҫалăх ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ пулăма пухăннисене ăшшăн саламланă, ял хуçалăхпа тирпейлекен промышленноçăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем тĕслĕхре пулнине асăннă.

Паллă, ҫĕршыври пекех, пирĕн тăрăхра та усал амак чирĕ алхасать. Ятарлă чарусене пăхăнса, палăртнă мероприятисене QR-кодпа тата медицина учрежденийĕсем прививка тунине ҫирĕплетекен справкăсене тĕпе хурса йĕркелесе ирттернĕ. Профилактика мерисене пăхăнасси тĕп ыйтусенчен пĕри, ҫавăнпа та ăна пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар. Роспотребнадзор хушăвĕсене пурнăҫламалла, сывлăха упрассишĕн кашнин тăрăшмалла текен ăнлавсем яланхи пекех малти вырăна тухнă.

Мероприятине пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă, ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансене мухтанă, экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсене ытларах та ытларах экспорта куҫарма чĕнсе каланă. «Сирĕн ĕçченлĕхĕр, опытăр тата пĕлĕвĕр, çĕре юратни – агропромышленноç комплексĕ ăнăçлă аталанса пынин, ял хуçалăх продукцине туса илесси ӳссе пынин никĕсĕ», – тенĕ вăл сăмаха пуҫланă май.

«Малалла та ҫитĕнӳсемпе палăрас тесессĕн, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хумалла, производствăсен калăпăшне ӳстерсе пырассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  «Симĕс бренда» аталантармалла, кун пирки тăтăшах Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин та аса илтерсех тăрать.  Енчен те туянакансем Чăваш Республикинчи таварсене илччĕр тесессĕн, пирĕн вĕсен пахалăхне ӳстерме пĕлмелле, паянхи пурнăҫ ыйтакан тĕллевсене те тивĕҫтерме тăрăшмалла.  Пĕрлехи ĕҫсен ятарлă бренд пулсан, вĕсене ыттисенчен аякранах палăрса илейреҫҫĕ.  Цифра технологийĕсен витĕмлĕхне те тĕпе хумалла, пĕр сăмахпа каласан, таварсене халăх патне туххăмрах илсе ҫитерес тесессĕн, паянхи пурнăҫ таппинчен юлма юрамасть», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.  Ҫапла туса пыма, республикăра ҫителĕклĕ база тата условисем пуррине ҫирĕплетнĕ вăл.     

Халăха таварпа тивĕҫтерес ыйтăва туллин пурнăҫланă республикăра. Ҫĕр улми пухса кĕртессипе, пахча-ҫимĕҫ, сĕт-ҫу тирпейлессипе, аш-какай таварĕсене туса кăларассипе кăтартусем чăннипех те ыттисем умĕнче тĕслĕхре тесен те йăнăшах мар пулĕ. Пахалăх тĕлĕшĕнчен те вĕсем лайăх пулнине халăх пĕрре мар ҫирĕплетет.    

Атăлҫи федераци тăрăхĕнче Чăваш Ен ҫĕр улми пухса кĕртессипе малта пыракан виҫĕ субъект хушшинче тăрать, сĕт тирпейлессипе хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта, пахча-ҫимĕҫ, тыр-пул тирпейлессипе те малти вырăнта пулни куҫ кĕретех. Коронавирус инфекцийĕ алхаснă тапхăр аграрисем темле йывăр условисенче те ĕçлеме пултарнине лайăх çирĕплетнĕ. Пандемие пăхмасăр ял хуçалăхĕнчи производство кăтартăвĕсем чакман, хăш-пĕр енĕпе ӳсĕмсем те пур.

АПК предприятийĕсем хăватлăн регионта аталанса пыччăр тесе республика Правительстви сахал мар тимлĕх уйăрать.  Предприятисемпе организацисем кулленех модернизациленсе пыраҫҫĕ, Апат-ҫимĕҫ фончĕ, «Чувашхлебопродукт» АО тĕпрен ҫĕнелсе пыраҫҫĕ, пысăк технологи витĕмлĕхĕ вĕсенче куҫ кĕретех. Ялсенче пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ хăпарса пырать, кун пирки те пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă ҫĕр ĕҫченĕсем.

«Уяв агропромышленноҫ пайĕнче тăрăшкансемшĕн анчах мар, мĕнпур ҫĕр ĕҫченĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Яланах сире ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хал сунатăп. Кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пĕлмелле. Ҫут ҫанталăк пăтăрмахĕсене те хирĕҫ тăма пикенмелле. Ҫанталăк шар кăтартнă хыҫҫăн, алă усса лармалла мар, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ условисем туххăмрах йышăнма тăрăшмалла. Малалла утмалла, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн ырми-канми ĕҫлемелле», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Палăртнă мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ пулнă Николай Федоров хутшăннă.  Пысăк профессионалсем хатĕрлесе кăларас ĕҫре пысăк тӳпе хывнă профессора, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ĕҫченне Николай Кириллович Кириллова РФ Федераци Канашĕн Хисеп грамотине парса чысланă.

Уява ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш  Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов хутшăннă, çăмăл мар ĕçре ҫĕр ĕҫченĕсене пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн тата профессие чунпа парăннăшăн чĕререн тав тунă, ҫирĕп сывлăх, ăнăçу тата телей суннă.   Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене, тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă: Тăвайсем, Патăрьелсем, Вăрнарсем ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнă. Тыр-пул пухса тирпейлессипе пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене дипломсем парса чысланă.    



08 ноября 2021
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter