Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявĕ иртрĕ
Йăлана кĕнĕ йĕркепе, кĕр мăнтăрĕпе чăваш хресченĕ кĕрекене ларать. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăхпа тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕç-хĕлне чи малтанах çак курав кăтартать. Кунта çăкăр, пĕремĕк те, сĕт-çу та, улма-çырла та пур. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев уявпа саламланă май ял хуçалăх таварне туса илнипе танах ăна тирпейлесе сутасси те пĕлтерĕшлĕ терĕ. – Ял хуçалăхĕнче тата ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприятинче ĕçлекен çынсем уявĕ паян пуриншĕн те паллă кун. Паллах, паха та тутлă апатран пирĕн вăй-хăват та сывлăх та килет. Малалла мĕнле ĕçлесе пырасси те çакăнтан самаях килет. Кăçал çанталăк типĕ пулчĕ. Анчах технологисене пăхăнса ĕçлекенсем, мĕн пур ĕçе вăхăтра тăвакансем пысăк тухăç илме пултарнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçал Чăваш Енре 85 миллиард тенкĕлĕх апат-çимĕç тирпейлесе сутлăха кăларнине каларĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 5 процент нумайрах. Хуçалăхсем пахча-çимĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ытларах ĕçлени савăнтарать. Эппин, тупăш кӳнипе çыхăннă ку. Тухăçлă ĕçлекенсене патшалăх та пулăшма хатĕр. Çитес çулсенче Чăваш Енре наукăпа лаборатори комплексĕ, апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслекен лаборатори хута яма палăртнине каларĕ республикăри ял хуçалăх министрĕ. Уяв тени ырă та ăшă сăмахсемсĕр, парнесемсĕр иртмест. Ял хуçалăхне аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн, тунă ӳсĕмсемшĕн хуçалăхсемпе пĕрлешӳсем, механизаторсем, ĕне сăвакансем, ветеринарсемпе уй-хир ăстисем тав хучĕсене тивĕç пулчĕç.