«Ă-150» пĕтĕм чăваш акцийĕ иртет

Çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕренпе кăçал 150 çул çитет. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Ă-150» пĕтĕм чăваш акцийĕ иртет. Çак ырă пуçару Раççейри халăхсен тăван чĕлхисене упракан тата тĕпчекен фонд пулăшнипе иртет. Унччен маларах семинарта 32 регионтан пуçтарăннă 500 яхăн педагог Чăваш Енре тăван чĕлхепе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕç. Хăш-пĕр вĕрентекенсем онлайн мелпе хутшăнчĕç. Чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче наци вулавăшĕнче тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерме палăртнă. Сăмахран, шкул ачисемпе студентсене çĕнĕ чăваш çырулăхĕ çинчен ӳкернĕ ятарлă документлă фильмпа паллаштарĕç. Чăваш чĕлхин пуласлăхне, çитĕнекен ăрăва ăна ăша хывассине тата ытти çивĕч ыйтăва ятарлă лапамра сӳтсе явĕç. – Халăхăн чĕлхи, тăван чĕлхи пурри питĕ паллă вырăнта. Чĕлхе пулсассăн кăна эпир хамăр шухăшсене ыттисене каласа пама пултаратпăр. Тăван чĕлхе кăна чунри тарăн хĕлхемĕсене янратса чунра питĕ тарăн вырнаçнă туйăмсене кăларма пултарать. Çавăнпа тăван чĕлхепе калаçакан çын кăна халăхăн йăлине-йĕркине, унăн асамлăхне тарăннăн туйма пултарать. Йăла-йĕрке, тăван чĕлхе, халăх историйĕпе культура – пурте чăвашлăх туйăмне упрамалла, аталантармалла.

Ку енĕпе хаçат-журнал, радиопа телевидени те пысăк витĕм кӳмелле. Чăваш Наци телевиденийĕн эфирĕнче чăвашла кăларăмсем сахал мар. Сăмахран, «Ламран лама», «Кил ăшши», «Çĕнтерӳ паллисем». «Тăван чĕлхене юратма ачаранпах вĕрентмелле», – тет республика Пуçлăхĕ. – Эпир кăçал пĕрремĕш классем валли çĕнĕ вĕренӳ пособийĕ турăмăр. Вăл чăн малтанах чăваш грамматикине мар, чăваш чĕлхине пĕлме, усă курма май парать. Çак ĕçе эпир малалла тăсăпăр. Çитес çулах 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш классем валли çакăн тĕрлĕ вĕренӳ пособийĕ тухĕ. Килес çултан çавăн евĕр вĕренӳ пососбийĕ ача сачĕсем валли хатĕрлеме плансем пур.



09 ноября 2021
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter