Ковиканикул вĕçленчĕ

Кăшăллă вирус алхаснине пула тунă чару кунĕсем вĕçленчĕç. Учрежденисемпе организацисем малтанхи йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç, анчах та пур муниципалитетра та мар. Тăвай районĕпе Улатăр хулинче чару вăхăтлăха сыхланса юлĕ. Ковиканикул вĕçленчĕ пулин те малтанхи пекех хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла пулĕ. Суту-илӳ çурчĕсемпе пĕрлешӳсене QR-кодсăр тата хӳтĕлев хатĕрĕсемсĕр кĕртмĕç. Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарĕç. Çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче. Кăшăллă вируспа чирлекенсен шучĕ чакмасть-ха. Кунсерен 179 çыннăн COVID-19 палăртаççĕ. Çак амакпа йывăр аптракансем сахалланни савăнтарать. Сыхлăх эмелне яртаракансен йышĕ 50 процентпа танлашать, анчах та ку коллективлă иммунитет йĕркелеме çитмест. Кун пек лару-тăрура чи малтан аслă ăрурисене упрамалла. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач 60 çултан иртнисене ĕçлеме 4 эрнелĕхе дистанци мелĕпе куçарма сĕнчĕ. «Е вакцинаци тума 2 куна ĕçрен хăтармалла», – терĕ. Вакцинаци тăвассине 80 процента çитермелле. «Коллективлă иммунитет йĕркелесен ковид-фри регион шутне кĕрĕпĕр», – палăртрĕç ларура. Ковиканикулта мобильлĕ ушкăнсем куллен рейда тухнă. Суту-илӳ çурчĕ, кафе-ресторан, транспорт тата халăх нумай çӳрекен вырăнсене тĕрĕсленĕ. 300 ытла çитменлĕх тупса палартнă. Шупашкар хули, Муркашпа Çĕрпӳ районĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем ытларах тупса палăртнă. Чарусене пăхăнман усламçăсене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарнă.



НТРК
09 ноября 2021
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter