Усламçăсене пулăшу параççĕ
Кăшăллă вирус алхаснă вăхăтра йĕркеленĕ чарура шар курнă усламçăсем патшалăхран пулăшу илме пултарĕç. Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен налук службине çитмелле е электронлă майпа деклараци çырмалла. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрев параççĕ, анчах пурне те мар. Налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Марина Петрова каланă тăрăх, патшалăх тĕревне хăйсен ĕçне чарса лартма палăртнă е панкрут тапхăрĕнче ларакан усламçăсене памаççĕ. Унсăр пуçне вĕсен страхлавпа налук служби умĕнче парăм пулмалла мар. Усламçăсен грант илмешкĕн налук сайтĕнче деклараци çырмалла. Ĕç хучĕ малтан тĕрĕслев витĕр тухать. Вăл саккун ыйтнпе килĕшӳллĕн пулсан пулăшу укçине тӳрех шутласа параççĕ. Хальхи вăхăтра 830 çын çăмăллăхпа усă курассине пĕлтернĕ. Вĕсенчен 600-шĕ предпринимательсем, ыттисем юридици сăпатĕнчи çынсем.
Республика Пуçлахĕ Олег Николаев: «Патшалăх тĕревне официаллă майпа ĕçлекенсене çеç параççĕ», – терĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса илес пулсан, çăмăллăха хăй ĕçне йĕркелекенсене тӳлеççĕ. Вĕсене налук укçине каялла тавăрса параççĕ. Пулăшупа 10 000 яхăн налук тӳлекен усă курнă.