Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шалти ĕҫсен органĕсен ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани
Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен органĕсен
хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп!
Эсир обществăри йĕркелĕх тата граждансен хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче тăратăр. Тивĕҫĕрсене пысăк яваплăхпа, ăсталăхпа, тӳрĕ кăмăлпа туса пыни обществăри йĕркелĕхе тытса тăма пулăшать.
Хисеплĕ ветерансем! Эсир тăрăшнипе тăван халăх тата Тăван ҫĕршыв умĕнчи тивĕҫе пурнăҫламалли ырă йĕрке ҫирĕпленнĕ. Эсир ҫамрăк ĕҫченсене хавхалантарса пыратăр. Вĕсемшĕн ҫирĕплĕх тата вăй, ҫынна тата унăн прависене хисеплеме вĕрентекен тĕслĕх пулса тăратăр.
Шалти ĕҫсен органĕсен ĕҫченĕсене тата ветеранĕсене ҫирĕп сывлăх, службăра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, ăнăҫу сунатăп! Ҫемйĕрсене тата ҫывăх ҫыннăрсене - ырлăх тата телей!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев