Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен экономисчĕсене саламлани

Чăваш Республикин хисеплĕ экономисчĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Чăваш Ен экономики юлашки ҫулсенче палăрмаллах лайăх аталанса пырать. Промышленноҫ, суту-илӳ, пурăнмалли ҫурт-йĕр комплексĕ, туризм - ҫаксене пурне те хăюллăнах республика ӳсĕмĕн тĕп паллисем теме пулать. Сирĕн тĕллев - конкурентлăха ҫирĕплетме, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме, пурнăҫ пахалăхне лайăхлатма пулăшасси.

Промышленноҫ тата ял хуҫалăх продукцийĕн производстви, вак тата тулаш суту-илӳ ҫаврăнăшĕ, инвестицисем тата ҫурт-йĕр хута ярасси лайăх кăтартусемпе палăрса тăраҫҫĕ.

Экономика - питĕ тĕрĕс тата пĕлтерĕшлĕ наука, вăл пысăк ăсталăхлă тата компетенциллĕ пулма ыйтать. Экономика сферине цифровизацилени анализ тухăҫлăхне ӳстерме, пуласлăхра тумалли ĕҫсене палăртма ытларах майсем туса парать.

Тăван Чăваш Ен экономикине аталантарма курăмлă тӳпе хывнăшăн тав тăватăп. Сире тата сирĕн ҫывăх ҫыннăрсене ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, телей тата ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев



11 ноября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter