«Эпир куллен чӑвашла калаҫма майсем йĕркелесе пама тăрăшăпăр», — тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев
Чăваш ҫырулăхне 150 ҫул ҫитнине палăртса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă.
Чăваш Енĕн ҫĕнĕ ҫырулăхĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе ҫыхăннă, шăпах та вăл тата унăн вӗренекенӗсем чăваш чĕлхинчи фонетика уйрăмлăхĕсене тĕпе хурса чăваш алфавитне туса хатӗрленĕ.
«Халăхшăн тăван чĕлхене пĕлни паха тата пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван чĕлхе халăхăн йăли-йĕркипе культурине ăша хывса пурăнма витĕм кӳрет, ăс-хакăл тĕнчине те пуянлатса пыма май парать», - ҫапларах палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Чăваш чĕлхине анлăрах сарма, тарăнрах вĕренсе аталантарса пыма 2020 ҫулта ятарлă патшалăх программине йышăнса хăварнă. Паянхи пурнăҫ таппинче чăваш чĕлхине вĕрентессипе шкулсенче ăстаҫăсем хастар ĕҫлеҫҫĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсенче ятарлă классем уҫнă, литература каҫĕсем йĕркелеҫҫĕ, ачасемпе уҫă калаҫусем, методика сессийĕсем ирттереҫҫĕ.
Тăван чĕлхене тата та лайăхрах аталантарас тесессĕн мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшмаллине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Патшалăх влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсен, обществăлла организацисенче тăрăшакансен, истори, культура пайĕсенче тимлекенсен, чĕлхеҫĕсен пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса тăмаллине каланă. Тăван чĕлхене ҫитĕнекен ăрăва вĕрентме витĕм кӳни аван пулмаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Тăван чĕлхе пултăр тата вăл хăватлăн вăй илсе аталанса пытăр тесессĕн, кулленех ăна юратса унпа калаҫма тăрăшмалла, мĕнпур ресурссене ĕҫе кĕртмелле. Вĕсемпе усă курни те хăйне евĕр пысăк ĕҫ пулса тăрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тăван чĕлхепе халăх патне хыпарсене илсе ҫитерни, хаҫат-журналсенче тĕрĕ материалсем пичетлесе кăларни те ҫав тери аван. Вĕсем те чĕлхене аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшни куҫ кĕретех», - тенĕ вăл.
Ҫынсене тăван чĕлхепе калаҫма тата унпа ҫырура усă курма вĕрентмелли методика пайне кăштах та пулсан ҫĕнĕлĕхсем кĕртсен, пĕлӳ илме ансатрах майсем туса парсан, тен, ӳлĕмрен чăваш чĕлхипе калаҫма кăмăл тăвакансем тата та ытларах пулĕҫ. Кун пирки те асӑнса хӑварнӑ республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. «Тăван тăрăхра чăвашлăх вăй илтĕр тесе хамăр енчен мĕнпур условисем йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Ҫуртсене эрешленĕ чухне те тăван халăх ӑс-пурлӑхне тĕпе хуни лайăх», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.
Çӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Наци библиотекинче «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцийĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхине упрасси, чăваш çырулăхĕн аталанăвĕн историне тишкересси.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чӑваш чӗлхине цифровизацилессинче «Яндекс.Куҫаруҫӑна» 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхи лекни пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Чӑн та, Николай Плотников ертсе пыракан ушкӑн малтанласа 250 пин ытларах мӑшӑр пухма пултарнӑ пулсан, паян ҫав цифра 1 миллионран иртнӗ.
