«Хӑш-пӗр концесси килӗшӗвӗсем хăйсен содержанийӗпе тӳр килсе тăманни сисĕнкелет», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ
«Чăваш Республикин территорийĕнче «Концесси килĕшĕвĕсем» Федераци саккунĕн уйрăм положенийĕсене пурнăҫламалли мерăсем ҫинчен» йышăну проектне епле ĕҫе кĕртсе пынине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тишкернĕ май, Чăваш Республикин Экономика министерствине концесси килĕшĕвĕсене тĕпрен тишкерме, инвентаризаци тума хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Пур пек мĕнпур концесси килĕшĕвĕсене тишкерӳ тумалла. Пулма пултараҫҫĕ ҫавăн пек концессионерсем, хут ҫинче хăйне евĕр, пурнăҫра вара пачах та урăхла. Укҫа-тенкĕне те тăкакланнине тĕллевлĕн пăхса тăма кăткăсрах пулса юлать. Муниципалитетсенчен куҫакан укҫа тепре чухне тӳрремĕнех концессионер патне куҫма пултарасси часах. Кун пек йĕркесĕрлĕх пулмалла мар. Килĕшӳсем пур пулсан, вĕсен инвестици ĕҫне витĕм кӳмелле. Объектсен сăн-сăпатне улăштармалла, хăшĕсен тĕпрен модернизацилессипе тимлемелле. Тухăҫлăха та тĕпе хума тăрăшмалла, кун пек ĕҫлесен кăна йĕрке хуҫаланма пултарĕ», - тесе асăрхаттарнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче концесси ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн пурĕ 32 проект пурнăҫланать, вĕсене валли инвестици хывма 1,5 млрд тенкĕ палăртнă. Калас пулсан, вĕсенчен пурте тенĕ пекех муниципалитетсенче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.
Республика шайĕнче пĕртен-пĕр концесси килĕшĕвĕ пурнăҫланать. Вăл проект коммуналлă инфратытăм пайĕпе ҫыхăннă. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеме ятарлă тытăм йĕркелеме плана кĕртнĕ, ĕҫе «Управление отходами» АО пурнăҫлать.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ концессиллĕ килĕшӳсене хатĕрлеме Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен уполномоченнăйсен переченьне ҫирĕплетме май парĕ, ĕҫ йĕркине те пăхса тухма витĕм кӳрĕ.
Ҫулсерен раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем Чăваш Енĕн Экономика министерствине перечень ҫирĕплетме, кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе тăратаҫҫĕ. Ятарлă переченьне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ҫулсерен нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен ҫирĕплетеҫҫĕ. Килĕшӳ тумалли ятарлă ĕҫ хутне Уполномоченнăй хатĕрлет, вăл палăртнă сĕнӳсене тарăнрах пăхса тухма, ирĕк илме Чăваш Республикин Экономика министерствине, Финанс министерствине, Строительство министерствине тата конкуренци политикипе тарифсен службине ĕҫ хучĕсене парать.
Ҫӳлерех асăннă министерствăсем 15 кун хушшинче ĕҫ хучĕсене тĕплĕн тишкереҫҫĕ, кирлĕ пек уполномоченнăй органне пĕтĕмлетӳ туни пирки документа параҫҫĕ, унта мĕнпур сĕнӳсене кĕртсе хăвараҫҫĕ. Уполномоченнăй орган вара хăй енчен виҫĕ кун хушшинче заключени илнĕ хыҫҫăн кирлĕ пек йышăну туса хатĕрлет, концессиллĕ килĕшӳ кирлĕ е ҫук пулнине хыпарлать.
