Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пысăк антителăллă граждансен списокне йĕркелекен регион ресурсне хута яма сĕннĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пысăк антителăллă граждансен списокне йĕркелекен регион ресурсне хута яма сĕннĕ

«Ҫитес эрнере ĕҫе йĕркелесе ҫитермелле, ҫĕнĕлĕхе пурнăҫа кĕртмелле.  Эпир сахал мар ĕнтĕ ĕҫ-пуҫа тишкерӳ турăмăр. Кун пек йĕрке ӳлĕмрен пире хăрушлăхсăрпа тивĕҫтерĕ, ҫынсен прависене те хӳтĕлеме май парĕ», - тесе ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче регион шайĕнчи хăйне евĕр ресурс йĕркеленессине асăннă.  Кун пек ҫĕнĕлĕх, граждансене  куар-код тивĕҫессипе ҫыхăннă.  Пысăк антителăсем пур ҫынсен списокне ятарлă реестра кĕртме палăртаҫҫĕ ҫĕнĕ ресурса.  Патшалăх пулăшăвĕсен федераци порталĕнче кун пек ҫĕнĕлĕх хальлĕхе пулмĕ, анчах та Чăваш Республикинчи ресурсра кăтартусене туллин кĕртсе хăварĕҫ.

РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко малтанхи тапхăрта пĕлтернĕччĕ, камсен антитела 300 единицăран та иртет, вĕсем кăшăл вирус амакĕнчен асăрханайраҫҫĕ. Енчен те вара 500 единицăран та иртет пулсан, ҫирĕп гаранти евĕрех пулса тăнине асăннă. Антителăсем пурри чиртен хӳтĕлет.Кун пек хыпара ют ҫĕршывсенчи паллă ăсчахсем ҫирĕплетнĕ тесен те йăнăш мар пулĕ.

«Енчен ҫынсен ҫителĕклĕ таран антитела пур пулсан, вĕсен прививка тумасан та юрĕ.  Ҫав вăхăтрах вĕсен  QR-код пулманнине шута илсе, тепре чухне кирлĕ пек объектсене вĕсене кĕрте чараҫҫĕ. Кун пек чух йĕрке пăсни куҫ кĕретех. Капла тума никамăн та ирĕк ҫук!», - тесе асăрхаттарнă Пуҫлăх.

Анализсене кирлĕ пек ятарлă медицина учрежденийĕсене тăвĕҫ,  ҫирĕп йĕркепе ĕҫлесен, йăнăшсем те пулмĕҫ, халăх суя справка  та илеймĕ. Массăллă мероприятисене хутшăнакансен прививка тутарнине ĕнентерекен справкăсăр пуçне ПЦР-тест пулмалла. Ятарлă ресурс, мобильлĕ приложени сертификат суя пулнине тата пĕр сертификатпа пĕр вăхăтрах темиçе çĕре кĕнине тупса палăртма та витĕм кӳрет.



12 ноября 2021
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter