Элĕкре бассейн ĕçлеме пуçланă

 ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Элĕкре ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. 240 ача çÿремелли садике çуллах хута ямалла пулнă, aнчах туса пĕтермен.

Олег Алексеевич пÿлĕмсене кĕрсе мĕн чухлĕ ӗҫ юлнине палăртма тăрăшрĕ. Унăн калăпăшĕ пысăк: 20 процентран кая мар. ЧР Пуçлăxĕ подряд организацийĕн ĕçĕпе кăмăлссăррине пĕлтерчĕ, строительствăна хăвăртлатма ыйтрĕ.

Çакăн хыççăн вӑл Элēкри физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ. Кунта тинех бассейн ĕçлеме пуçланă. Xальлĕxe aчасене çeç йышăнать.

ЧР Пуçлăxĕ комплекса çÿрекенсене васкавлă медпулăшу парас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта ЧР спорт тата физкультура министрĕ Василий Петров, сывлăx cыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ĕçлев тата социаллă xÿтлĕx министрĕ Алена Елизарова, район администрацийĕн представителĕceм хутшăнчĕç.

Олег Николаев Элĕкрен Муркаш районне çул тытрĕ, Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула yçaccине тишкерчĕ. Xалĕ ăна патшалăxăн тивĕçлĕ органĕceн комиссийĕceм тĕрĕслесе йышăнаççĕ. Вĕренÿ çулне пуçлама шкула çулталăк вĕçĕнче хатĕрлесе çитерĕç.



Хыпар
12 ноября 2021
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter