Паттăрсене асăнса

Куславкка районĕнчи Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккине тунисене асăнса хăпартакан асăну комплекĕн ĕç-хĕлĕпе Раççей тата Чăваш Республикин архитекторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем паллашрĕç. Мемориал комплекс таврашне хăтлăх кĕртес ыйтăва та тишкерчĕç. Мемориаллă комплекса 3 тапхăрпа уçма палăртаççĕ. Юпа уйăхĕнче монолитпа тимĕр бетон ĕçĕсем вĕçленнĕ. Çитес çул Республика кунĕнче тепĕр пайне хута ярĕç. Пĕтĕмĕшле вара асăну комплексĕ 2023-мĕш çулта хатĕр пулмалла. Çакна валли хыснара 300 миллион тенке яхăн пăхса хунă. Проектпа килĕшӳллĕн кунта музей та пулĕ. Истори управçин пуласлăхне архитекторсем тимлеççĕ.

АНАТОЛИЙ ГРИГОРЬЕВ: «Эпир архитекторсемпе çак объекта пăхма килтĕмер. 16-мĕш валли хăйсен идейăсене каласа парса, çĕнĕ шухăшĕсене ăнлантарса памалла пире». «Ыттисен пĕлĕвĕпе паллашни паха, архитекторсем чăваш наци музейĕнче йеркеленĕ курава та çитсе курчеç. Ăна Сăр тата Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă.

МАРИНА МОСКАЛЁВА: «Пирĕн архитекторсен çак кăсăклă проект патне музей уçмалла. Çак ĕç валли концепци конкурсĕ пулать. Пирĕн тĕп шухăшра – музейпа мемориала пĕрле çыхăнтарасси». Куравра республикăри патшалăх архивĕсенчи документсемпе, сăн ӳкерчĕксемпе, аса илӳсемпе, ĕç хатерĕсемпе, тум-тирпе паллашма пулать. Кăмăл пуррисем çĕр пӳртпе окопсене те кĕрсе курма пултараççĕ.

АЛИНА ИВАНОВА: «Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене йĕркеленĕ май, çĕре мĕнлерех кăтартса панă, сăнласа панă. Калаççĕ вĕт-ха 40 ытла градус сивĕсем пулнă тесе. Çынсен çĕр чавмалла пулнă, çавăнпа пĕрлех ăшăтмалла пулнă. Мĕнле майпа-ха. Вутă чĕртсе çĕре ăшăтса çĕр чакаланă. Çав тери йывăр пулнă. Ĕçлекенсем камсем пулнă – çамрăк ачасем, ватă çынсем. Ĕçлеме çав тери йывăр пулнă». Тăшман Чăваш Ене çитмен пулин те пирĕн халăх историйĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тарăн йĕр хăварнă. Чăваш Наци музейĕнче тылри паттăрсене халалланă курав килен каяна иртнĕ вăхăтри пурнăçпа тĕплĕн паллаштарать. 



НТРК
12 ноября 2021
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter