Чӑваш Ен "Патшалăх пулăшăвĕ" порталта ҫырав хастарлӑхӗ енӗпе ҫӗршыври малта пыракан 11 регион йышне кӗнĕ

Чӑваш Ен "Патшалăх пулăшăвĕ" порталта ҫырав хастарлӑхӗ енӗпе ҫӗршыври  малта пыракан 11 регион йышне кӗнĕ

Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Ен хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта тăрать. Кун пирки Чăваш Респрубликин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова пĕлтернĕ.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче мĕнпур командăна ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Чăваш Енре ҫырав тивĕҫлĕ шайра иртнĕшĕн мухтанă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тепĕр тесен, республикăра пурăнакан халăх ĕҫе хастар хутшăннине палăртнă. «Пирĕншĕн ҫырав питĕ пĕлтерĕшлĕ. Халăх йышĕ мĕн чухлĕ пулни – Чăваш Республикине аталантарма йышăнакан мероприятисене йĕркелесе пырассинче витĕмлĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтермелли мерăсене пăса хăварма та кирлĕ тивĕҫлĕ хыпарсем. Пĕр сăмахпа каласан, аталану ҫул-йĕрĕшĕн паха», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Чăвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова хăйĕн сăмахĕнче Пĕтĕм Раҫҫей ҫыравĕ чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕҫленнине хыпарланă.  Республикăра хастар ĕҫленĕ муниципалитетсене палăртнă вăл, вĕсем: Хĕрлĕ Чутайсем, Пăрачкавсем, Ҫĕмĕрлесем, Ельчĕксем, Шăмăршăсем тата Ҫĕмĕрле хулинче пурăнакансем. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă  ҫырав тунисем те сахал мар. Ку тĕлĕшпе Шупашкар хулинче мĕнпур халăхран 34 проценчĕ, Ҫĕнĕ Шупашкарта – 23 процент, Елчĕкре 21 процент ĕҫе пурнăҫланă.    

Уйăх хушшинче Чăвашстатра ĕҫлекен специалистсем мĕнпур ҫыравҫăпа пĕрле тишкерӳ ĕҫĕсене туса ирттереҫҫĕ, ҫитменлĕхсем пур пулсан, вĕсене пĕтереҫҫĕ, кирлĕ пулсан, уйрăм тӳрлетӳсене те кĕртсе хăвараҫҫĕ.  

 



15 ноября 2021
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter