Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм Раҫҫейри призывник кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă призывниксем, Тăван ҫĕршывăн пулас хӳтĕлевҫисем!

Сире Пĕтĕм Раҫҫейри призывник кунĕ ячĕпе саламлатăп. Раҫҫейре Тăван ҫĕршыва хӳтĕлени чи сăваплă тивĕҫ шутланнă, кашни арҫыншăн ҫарта службăра тăни чи пархатарлă ĕҫ пулнă.

Эпир Раҫҫейри ҫар вăйĕсемпе, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕпе мăнаҫланатпăр. Ҫулсерен Чăваш Енри 1 пин призывник ҫар ретне тăрать, пирĕн патшалăха упрас тата наци ыйтăвĕсене хӳтĕлес енĕпе пысăк тӳпе хывать.

Хисеплĕ призывниксем! Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин сумлă ятне чыслăн тытса пырасса, аҫăрпа аслаҫăрăн ырă йăлине тăсасса шанатăп. Ҫар тивĕҫне таса чунпа пурнăҫлама, юратнă Раҫҫейĕн шанчăклă тĕревĕ пулма сунатăп!

       

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                      Олег Николаев

 



15 ноября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter