Олег Николаев Раҫҫей Перекет банкĕ йĕркеленнĕренпе 180 ҫул тата унӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ 135 ҫул тултарнă ятпа саламланă
Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Сбербанк аталанса пынӑ тапхӑрта ҫӗршывӑн пысăк кредит организацийӗ, пĕтĕмĕшле нацийĕшĕн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнине каланă. "Ăруран ăрăва паха ĕҫ опытне куҫарса пынишĕн, хăйсене шанса панă ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланишĕн банк паянхи пурнăҫ таппине тивĕҫтерет. Кредитпа тивĕҫтерекн организацийĕсем хушшинче асăннă банк яланах малтисен вырăнĕнче тесен те йăнăшах мар пулĕ. Ҫĕршывра вĕсем анлă сарăлнă тата тивĕҫлĕ вырăн йышăнаҫҫĕ. Шăпах та, ĕнтĕ ҫакă пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.
Чăваш Енре Сбер питĕ анлă сарăлнă. Финанс тĕлĕшĕнчен предприяти региона пысăк тĕрев парса пулăшать. Инвестициллĕ проектсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Промышленноҫра, ял хуҫалăхĕнче, ҫурт-йĕрпе, ҫул-йĕр пайĕнче те сахал мар тĕрев параҫҫĕ вĕсем, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн тăрăшаҫҫĕ.
«Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Енри чылай предприятишĕн Сбербанк шанчăклă партнер пулса тăрать. Ҫĕршер пин ҫын вĕсен пулăшăвне илет, ĕҫне пысăка хурса хаклать. Пĕр сăмахпа каласан, регионта пурăнакансем вĕсен пулăшăвне илни куҫ кĕретех», - палăртнă Олег Николаев. «Эпир те вĕсене пысăка хурса хаклатпăр, ӳлĕмрен тата та ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме тăрăшăпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса.
Ҫĕнĕлĕхсене, пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлет организаци. Цифра тытăмне куҫассипе те вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Кăшăл вирус амакĕ алхаснă тапхăрта та тивĕҫлипех ĕҫлесе пычĕ банк, Чăваш Енри бизнеса, халăха сахал мар тĕрев пачĕ. Вĕсен тĕрлĕ енлĕ ҫăмăллăхĕсем чылай предприятипе организацишĕн ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫма витĕм кӳчĕҫ. Палăртма кăмăллă, организацире ĕҫлекенсем хапăл тусах вакцинациленнĕ. «Эсир чăн-чăн профессионалсем, хăвăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлатăр, халăхшăн тăрăшатăр, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйту ҫине те пысăк тимлĕх уйăратăр», - тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Сбер социаллă ыйтусене татса парас ĕҫре те сахал мар пулăшу пама пикенет. Экологи ыйтăвне, тавралăха тирпей-илем кĕртессине, ырă кăмăллăх ĕҫĕсене те вĕсен ĕҫченĕсем хастар хутшăнни куҫ кĕретех тенĕ регион Пуҫлăхĕ.
Сбербанк ПАО Чăваш Енри уйрăмĕн Управляющийĕ Анастасия Трутнева хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Правительствине тав сăмахĕсем каланă, компани ĕҫне пысăка хурса хаклани малашне тата та ҫитĕнӳсем тума хавхалантарса тăнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енри Перекет банкĕ хăйне евĕр организаци. Эпир кирек-епле ĕҫре те малта пулассишĕн тăрăшатпăр. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ условисем йышăнма тăрăшатпăр, халăхăн пурнăҫне ырă енне куҫарма витĕм кӳретпĕр. Правительствăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлени ыйтусене татса пама май парать. Пирĕнпе пĕрле ĕҫлеме кăмăл тунишĕн пурсăра та тав сăмахĕсем калатăп», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Çынсене инкекре пĕччен хăвармастпăр. Пурне те пулăшатпăр», - тенĕ çирĕппĕн Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ.
Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ кредиторсем те çăмăллăхсăр юлман. Коронавируспа чирленисене, карантинра ларнисене, тӳлевсĕр отпуска кайнисене тата ĕçрен кайма тивнисене ҫур ҫул е ытларах та каникул панă. Кашнине уйрăммăн пăхса тухнă. Клиентсем пур ыйтупа та килтен тухмасăрах заявка ярса пама пултараççĕ.
Паллă пулăма пухăннисене ҫавăн пекех, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков саламланă, ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.