«Пысăк тăхтав» çĕнтерӳçисем паллă

Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне пĕтĕмлетрĕç. Шкулта вĕренекенсем тупăшаççĕ унта. Чăваш Ен каччисемпе хĕрĕсем çĕршыв шайĕнче палăрнă. Вĕсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă. Тĕрлĕ грант илме тивĕçнĕ.«Пысăк тăхтав» конкурса республикăри 10 000 ытла çамрăк хутшăннă. Çĕршывĕпе 2 миллион çурă ача тĕрлĕ проект хатĕрлесе хăйсен малашнехи шухăшĕпе паллаштарнă. 11-мĕш класра вĕренекенсене 1 миллион тенкĕ панă, 9-10-мĕш классенче ăс пухакансене 200 000 тенкĕ парса хавхалантарнă. Вĕсен йышĕнче: Шупашкарти 44-мĕш лицейра ăс пухакан – Майя Дмитриева, 2-мĕш гимназири Яна Семенова 200 000 тенкĕ илме тивĕçнĕ. Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире вĕренекен Кристина Петякова, Каçал енри 2-мĕш шкул ачи Александра Салмина, Шупашкарти 56-мĕш шкулта вĕренекен Игорь Александров 1 миллион тенкĕ илме тивĕçнĕ. Чи малтанах конкурса хутшăнакансене дистант мелĕпе суйланă. Вĕсем унта «Йышăну ту», «Тăван çĕр-шыва хӳтĕле», «Ырă ту», «Сывă пул», «Пурнăçа кĕрт» тата ытти енĕпе тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçланă. Финалта вара ӳнер, пултарулăх, вĕрентӳ технологийĕсем, общество, тавралăх – енĕпе проектсем хатĕрлеме хушнă, тĕрлĕ кейс ыйтăвĕсене хуравлама ыйтнă. Конкурсра мала тухакансем 200 000 тенкĕпе тата 1 миллион тенкĕпе вĕренме тата хăйсене аталантарма усă курма пултараççĕ.



НТРК
15 ноября 2021
19:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter