Çутă ĕмĕтсем

Лапка-лапка юр çума пуçласанах кĕçĕн ӳсĕмри ачасем çулталăкри чи асамлă уява – Çĕнĕ çула кĕтме пуçлаççĕ. Чăрăша илемлетни чи çутă ĕмĕтсем пурнăçланасса шанса Хĕл Мучи патне çыру вĕçтерни кашнинех савăк кăмăл парнелĕ. Раççейри «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акципе килĕшӳллĕн «асамçăсем» ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçлама хатĕр. Ыркăмăллăх акцийĕн хăйнееверлĕхне, тĕллевĕсемпе ĕçĕсене Правительство çуртĕнче сӳтсе яврĕç. Акцие виçĕ çул каялла пуçарнă. Унăн тĕп теллевĕ – йывăр лару-тăрăва çакланнă çемьесене савăнăç парнелесси, сывлăх енчен хавшакарах ачасене чăн-чăн уяв кăмалне туйса илме шанăç парасси. Кăçал акцие хутшăнас текен çемьесем заявкăсене чӳк уйăхĕн 15-мешĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 11-мĕшĕччен хăварма пултараççĕ. Унта сахал тупăшлă çемьесем тата тăлăх ачасем хутшăнма пултараççĕ. Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа вара ыркăмăллăх акцине хутшăнакансем ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пуçлĕç. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртекенсем – влаçра тăрăшакансем, усламçăсем тата ыттисем те. Пĕлтĕр çеç «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» пулăшнипе 14 000 яхăн ача хăйĕн çутă ĕмĕтне çывхартнă, пурнăçлама пултарнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çĕнĕ çул умĕн Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Макаровсем Хĕл мучие ыйтса çыру шăрçаланă пулнă. Туслă çемьере 6 ача чун ăшшине туйса çитĕнет. Аслисем пĕчĕккисене пулăшса пыраççĕ. Хӳхĕм хĕр пĕрчи – Мария пĕчĕкренех лаша çине утланса ярăнма ĕмĕтленнĕ. Марийăн пĕлтĕр çутă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. ЕЛЕНА МАКАРОВА: «Эпĕ паян хама телейлĕ туятăп, мĕншĕн тесен манăн хĕрачан – Марийăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Вăл пĕчĕкренех лаша çинче ларса ярăнма ĕмĕтленетчĕ. Паян унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Тавтапуç пурне те унăн ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнăшăн. Унăн куçĕсем çиçеççĕ, телейлĕ вăл, ĕмĕчĕсем пурнăçланнă». Ĕмĕте пурнăçлама республика Пуçлăхĕ пулăшнă. Ыркăмăллăх ырăпах таврăнать тесе ахальтен каламаççĕ. Кăçал та чылай ĕмĕт пурнăçланĕ, чылай киле савăнăç çитессе палăртрĕç Правительство çуртĕнче. 



НТРК
15 ноября 2021
18:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter