Агропарк, туризм аталанăвĕ тата ытти ыйтăва хускатнă

2021 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Рес- публикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов пулнă.

Ведомство ертỹçи район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, районăн малашнехи аталанăвĕ пирки, вăл шутра Ыхра Çырминче агропарк тăвас ыйтăва та сỹтсе явнă. Производствăпа коммерци объектĕнче харпăр-хăй бизнесне аталантаракансемшĕн ял хуçалăх продукцине тирпейлеме мĕн пур услови пулĕ, инженерипе коммунакаци инфратытăмĕ те тивĕçтерĕ.

Тĕл пулура çавăн пекех Пикшик ял тăрăхне кĕрекен туризма аталантарма пулăшакан Тикеш хулашĕпе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртес ыйтăва та çивĕчлетнĕ. Паянхи куна "Тикеш хулашĕ" этнографипе археологи комплексĕн эскиз проектне туса хатĕрленĕ. Этнокомплекса республика çулĕн икĕ енĕпе вырнаçтарма шутлаççĕ. Археологи комплексĕнче крепоçĕн тăватă башнине, хапхине тата хỹтĕлев стенине тăвасшăн. Кунтах туристсем валли экспозици вырăнĕ те пулĕ.

Икĕ объекчĕ те туризма аталантарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕрлĕрен çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме, район халăхне пурăнма, канма кирлĕ услови туса пама, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма май парĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



16 ноября 2021
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter