Чăваш тĕррин наци шкулĕ уçăлчĕ

Чăваш тĕррин музейĕнче çĕнĕ ăсталăх лаççи уçăлчĕ. Халĕ çут çанталăкăн черчен пайĕ кану кунĕнчи вăхăта усăллă та асра хăвармалла ирттерсе тĕрĕ тĕрлес ăсталăха алла илме пултараççĕ. Чăваш эрешĕн вăрттăнлăхĕсене тĕпчеме кăткăс та пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пĕрремĕш урокне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитрĕ. Авалхи йăлапа, кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çамрăксем улах ларма пуçтарăннă. Унта вĕсем алă ĕçĕ тунă, тĕрлĕ çĕнĕлĕхе вĕреннĕ. Унтанпа çулсем иртнĕ пулин те чăваш халăхĕ халĕ те ăруран-ăрăва куçса пыракан пуянлăха упрама тăрăшать. Улаха мар пулин те, чăваш тĕррин музейне, чăтăмлăхпа тăрăшулăха пухса тĕрлеме вĕренме килекен йышлă. Ольга Логинова, сăмахран, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнченех çитнĕ. Чăваш тĕррин вăртăнлăхĕсене тĕпчеме туртăм пурри ăна инçе çула кĕскетсе килме хавхалантарать.

ОЛЬГА ЛОГИНОВА: "Пысăк ĕмĕт пур, тĕрлемелли машинкине те илес килет. Хальлĕхе алпа тĕрлеме вĕренес терĕм. Хамăрăн районта, шкул, садсенче тĕрлесе парасшăн. Эпĕ çĕлеме пĕлетĕп, çавна аталантарасшăн малашне. Икĕ хĕр ÿсет. Вĕсем вĕренсен тата лайăх». Чăваш тĕррин наци шкулне республика ертÿçин Олег Николаевăн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Ăна çамрăксем те, аслисем те хапăл туса йышăннă. 75 çулти Нимфадора Архипова занятие чи малтан çырăнакансенчен пĕри пулнă.

НИМФАДОРА АРХИПОВА: «Пĕчĕкренех эпĕ аппаран вĕреннĕ çавăн пек алă ĕçсем тума, чĕнтĕрпе çыхнă, тĕрленĕ, бисерпа та тĕрленĕ. Халь вара ватăлсан тата мĕн те пулин вĕренес килет. Ачасене валли национальноçе, чăвашсем мĕнле пурăннине, ăруран ăрăва парса пырăр тесе хăварасшăн". Тĕрлеме вĕренес текенсенчен 2 ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсене теори тата практика пайĕсене Чăваш Енри паллă ал ăстисем вĕрентĕç.

РАИСА ВАСИЛЬЕВА: "Яваплăх туйтарать, савăнтарать, кăмăла çĕклет. Мĕншĕн-ха паян тĕрлемелле? Çамрăксене вĕрентсе хăвармалла тени сахал, вĕрентсе хăвармалла вĕсене. Çамрăксене тĕрĕс çул çине кăларма пулăшакан асамлăхсем пур унта. Вĕсене эпир хамăр та тĕпчетпĕр тĕшши – пĕлтерĕшĕнче". Çĕнĕ ăсталăх лаççи чăваш халăхĕн тĕрри-эрешне çĕнĕ сăн кĕртме пулăшасса шанаççĕ йĕркелӳçĕсем. Вăл авалхи вăхăтпа паянхи куна çыхăнтарма май парать.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Килте те пирĕн упранатчĕç, асанне, анне тĕрленĕ япаласем, вĕсене тĕрлĕ туя тăхăнатчĕç. Çав йăла-йĕркене те малашне упраса хăварас тесе çак шкул пулăшĕ пире».

ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Шкул халь ĕçлеме çеç пуçлать, малалла аталанса та пырĕ, онлайн-уроксем те хатĕрленĕ эпир. Унта чăваш халăх тĕрри кăна мар, ытти халăх тĕррисене те вĕренĕпĕр, çавăнпа та аталанса, сарăлса пырасса шанатпăр». Чăваш тĕррин наци шкулĕ хăйĕн ĕçне нарăс уйăхĕн 12 мĕшĕнче вĕçлет. Унччен вĕренекенсем ăсталăха туптанă май хайсен арчисене пуянлатма пултарĕç.



НТРК
16 ноября 2021
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter