Олег Николаев: пирӗн тӗп тӗллев – нацпроектсен мероприятийӗсене пахалӑхлӑн тата вӑхӑтра пурнӑҫласси

Олег Николаев: пирӗн тӗп тӗллев – нацпроектсен мероприятийӗсене пахалӑхлӑн тата вӑхӑтра пурнӑҫласси

«Кăҫал эпир пуҫласа наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланакан объектсенчи строительство ĕҫĕсене тĕрĕслеве илме пултартăмăр,   нумай проекта централизациленĕ майпа пурнăҫа кĕртрĕмĕр. Паха ĕҫ опытне пуҫарса ятăмăр.  Ыйтусене уҫăмлатрăмăр, йывăрлăх кăларса тăратма май паракан енсене те туххăмрах тупса палăртрăмăр.  Пирĕн тĕллев – бюджет укҫи-тенкипе тĕллевлĕн усă курасси, тухăҫлăха ӳстересси.  Кирек-епле палăртса хунă объекта та вăхăтра пурнăҫласси, наци проекчĕпе килĕшӳллĕн проектсене пахалăх енчен пысăк шайра пурнăҫа кĕртесси  - тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Наци проекчĕсемпе тӳр килекен объектсен строительство ĕҫĕсене сăнаса тăракан штабăн ларăвĕнче ытти ҫивĕч ыйтусене те тарăн тишкернĕ, кашнинпех титвĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Республикăри Пĕрлехи заказчиксен служби кăҫалтан пуҫласа проектсем хатĕрлессипе тимлет, вăл строительство ĕҫĕсен пахалăх шайне те тишкерсе пырать.  Республика пĕлтерĕшлĕ объектсенчи тĕпрен юсав ĕҫĕсен епле пулса пынине те сăнать, вĕсене пурнăҫа кĕртнине асăрхать.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Строительство министерствипе пĕрле Шупашкар хула администрацийĕ, республикăри пĕрлехи заказчиксен    служби пĕтĕмпе патшалăх тата муниципалитетсен 28 контрактне алă пусса ҫирĕплетнине хыпарланă.  Объектсенче строительствăпа монтаж ĕҫĕсене 1,7 млрд тенкĕлĕх пурнăҫлама пăхса хăварнине асăннă вице-премьер.  

Кăҫалхи ҫул валли палăртнă мĕнпур мероприятисен туллин пурнăҫа кĕмелле. Чăваш Республикин Строительство министерствине мĕнпур ĕҫсене тарăн тишкерӳ тума хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  



16 ноября 2021
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter