Вĕренни - çутă

Ĕмĕр – пурăн, ĕмĕр – вĕрен. Вырăнти хăйтытăмлăхра тарăшакансем çак кунсенче хăйсен пĕлĕвне ӳстерчĕç. Вăл канмалли кунсенче иртрĕ. Вĕрентӳ урокĕсем чи малтанах ертӳлĕх ĕçĕнче тухăçлăхпа пахалăха ӳстерме пулăшĕç. Патшалăх службин ĕçченĕсем семинарсемпе тренингсенче ертӳлĕх ĕçĕнчи сĕнӳсемпе çитменлĕхсене те тишкерчĕç. Пĕр-пĕрин пĕлĕвĕпе паллашрĕç.

Патшалăх тата муниципалитет службин ĕçченĕсен проектсене пурнăçа кĕртме пултарнисĕр пуçне хăйсем çине яваплăх илме хăрамалла мар. Унсăр пуçне лару-тăрăва тĕрĕс тишкерме пулăшакан ушкăн çумра пулмалла. Командăна та тытса пыма пĕлмелле. «Республика, çĕршыв малашлăхĕшĕн тăрăшса тата тухăçлĕ ĕçлемелле», – теççĕ вĕрентĕве ирттерекенсем. – Çав пĕлӳсене паянхи пурнăç ылмашĕвĕн шайĕсене çитерсе, тĕрлĕ енлĕ йывăрлăхсене, чăрмавсене тĕрĕс туйса, вĕсене сирсе пырас тесе, тĕрĕс плансем туса çав ĕçсене вăхăтра тата тухăçлă пурнăçа кĕртсе пымалла. Çакăн пек пултăр тесен, паллах, пирĕн тĕрлĕ енлĕ пĕлӳллĕ пулмалла. Тепĕр енчен пĕрле ĕçлеме пĕлмелле.

Паллах, çакăн пек вĕрентӳсен тĕп пĕлтерĕшĕ çĕнĕ пĕлӳ, унсăр пуçне пĕрле ĕçлесе, тĕрлĕ йывăрлăхсене пĕрле сирсе, тĕрлĕ енлĕ мероприятисене ирттерме пулни пирĕншĕн паллă. Ертӳлĕх ĕçĕнче тăрăшакансене пĕлӳ шайне ӳстернине çирĕплетекен удостоверенисемпе чысларĕç. Пухнă пĕлĕве патшалăх тата муниципалитет службин ĕçченĕсем ăша хывса кулленхи ĕçре усă курĕç.



НТРК
16 ноября 2021
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter