2022 ҫулта республика хыснинчен "Чувашиякурорт" санаторипе сиплев комплексне тума 80 млн ытла тенкӗ уйăрма палăртнă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче кун пирки паллă пулнă.  Ыйтăва уҫă итлевре тарăн сӳтсе явнă, ун чухне шăпах та республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкернĕ.

 Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕнче спикер ертсе пынипе тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче депутатсем çичĕ саккун проектне тишкерсе ырланă. Çапах тĕп ыйту, паллах, республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ пулнă. Ăна парламент пĕрремĕш вулавпа йышăннă, иккĕмĕш вулава сессин чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртмелли иккĕмĕш тапхăрне хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче «Туризм» хушма программăпа килĕшӳллĕн, проекта пурнăҫа кĕртме ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнине хыпарланă.

2019-мĕш ҫултан пуҫласа 2024-мĕш ҫул валли пĕтĕмпе проект валли бюджетран кĕмен инвестицие 800 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Республика бюджетĕнчен 2022 ҫул валли проектăн ĕҫне пурнăҫлама 81 млн 285 пин тенкĕ уйăрнă, палăртмалла вĕсенчен 76,4 млн тенкĕ федераци хыснинчен куҫать.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев маларахри тапхăрта регионта медицина енĕпе туризма аталантарасси пирки ыйтăва хускатнăччĕ. «Республикăра чăнласах та, медицина туризмне аталантарма аван. Условисем те ҫук мар. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ пурнăҫа кĕрсе пыни те куҫкĕретех.  Сиплев учрежденийĕсем, санаторисем питĕ хăтлă. Пирĕн тăрăхра шыв та таса теме юрать.  Апла пулсан, пысăк технологиллĕ медицина учрежденийĕсене вăй илтерсе, халăха кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме меллĕ», – тенĕ вăл.  



17 ноября 2021
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter