Чӑваш Ен Альфа-Банкпа килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснă

Чӑваш Ен Альфа-Банкпа килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснă

 Ĕҫ хутĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Николаев тата Альфа-Банк директорсен канашĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ, Президент  Олег Сысуев алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикипе Альфа-Банк пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине палăртнă, регионти халăх банк пулăшăвĕсемпе туллин усă курнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче икĕ ен социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне витĕм кӳме май паракан енсене сӳтсе явнă, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки канашланă, Чăваш Енре районсемпе хуласенче инфратытăма аталантарассипе пурнăҫланакан мероприятисене пăхса тухнă. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне витĕм кӳресси ҫинчен те калаҫнă.   

Промышленноҫ производствине, агропромышленноҫ пайне, суту-илӳпе, туризм, электроэнергетика, транспорт тата ытти сферăри ĕҫсене те пулăшма хатĕррине асăннă банк ертӳҫи.  Ҫурт-йĕр строительствипе социаллă сферăна тĕрев парасси те куҫ кĕретех пулĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Альфа-Банк регионти инфратытăма ҫĕнетессипе сахал мар тĕрев панине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче. «Инфратытăм кунсерен вăй илсе ҫĕнелсе пырать. Бизнеса аталанма хăтлă условисем йĕркеленеҫҫĕ. Кулленех инвестициллĕ проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ», – тенĕ вăл. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, вĕсене те пурнăҫласcишĕн сахал мар ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем йĕркеленеҫҫĕ.  

«Приоритетлă ҫул-йĕрсенчен пĕри – вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне аталантарса вăй илтерсе пырасси.  Кредитсемпе туллин тивĕҫтерсен, бизнес тытăма тата та анлăрах ĕҫлесе пыма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлса пыраҫҫĕ.  Килĕшĕве ҫирĕплетнĕ май, предпринимательлĕх пайне консультаци парса тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Мĕнпур ĕҫсене пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса йĕркелесе пыни паха. Апла пулсан, бизнес-планне аталантарас ыйту та актуаллă», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Сысуев.

Алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма май парĕ. Банкпа республика ӳлĕмрен тата та пысăкрах проектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартĕ. «Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин хушăвне тĕпе хурса, Чăваш Республикин территорийĕнче инфратытăма аталантарассипе тата та пысăк проектсем йĕркеленеҫҫĕ. Вĕсен шучĕ те йышлăланса пыни куҫкĕретех. Ытларах инвестицилĕ проектсем ҫине тимлĕх уйăраҫҫĕ. Сахал мар финанс ыйтăвĕсене те татса пама тивет. Ĕҫлемелли нумай. Ҫăмăллăх паракан условисем йĕркелĕпĕр, пĕр-пĕринпе тата та лайăхрах килĕшсе ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр», – тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ.    



18 ноября 2021
12:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter