Чăваш Енпе Россельхозбанк килӗшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Россельхозбанк Правленийĕн Председателĕ Борис Листов Килĕшĕве алă пусса ҫирплетнĕ. Ĕҫ хучĕ социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне витĕм кӳрĕ, хушма инвестици явăҫтарма пулăшĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени – ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫма май парассине палăртнă. Ялта бизнеса, ял хуҫалăх тытăмне вăй илтерсе пыма кирлĕ пек ҫăмăллăхсем те уҫăласси куҫ кĕретех пулĕ. Ял территорийĕсене аталантарма, инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма та сахал мар тĕрев парĕ палăртнă банк.
«Раҫҫей Ял хуҫалăх бакĕ шанчăклă партнер шутланать Чăваш Еншĕн. Регионти мĕнпур ял хуҫалăх предприятийĕсенчен 80 проценчĕ ҫӳлерех асăннă банкăн пулăшăвĕсемпе усă курать. 2021 ҫулта 10 уйăх хушшинче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне, ял хуҫалăхне аталантарассипе ĕҫлекеннисене пĕр миллиард ытла кредит парса тивĕҫтернĕ, вĕсенчен 84 процента яхăн ҫăмăллăх ставкипе усă курнă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем сахал мар пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă, регионта пурăнакансенчен кашни пиллĕкмĕш ҫынни банкăн пулăшăвĕпе усă курнине асăннă.
Республика Пуҫлăхĕ Россельхозбанкпа пĕрле регионта пысăк инвестициллĕ проектсем чылай пурнăҫа кĕртме май килнине пĕлтернĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарта теплица комплексне хута яма та ҫак палăртнă банк пулăшупа тивĕҫтернĕ. Пуҫласа пирĕн республикăра «СВОЁ» фермерсен фестивалĕ иртнĕ. «Фермерсен шкулĕ» вĕренӳ проектне икĕ хут йĕркеленĕ.
«Чăваш Республикинче иккĕмĕш ҫул «Фермерсен шкулĕ» иртрĕ. Ку мероприятине ирттерме пире шаннăшăн пысăк тав. Пĕлетпĕр, мĕнпур регионсенчен хăшĕ-пĕрисем кăна ҫакна ирттерме пултарайнă», – тесе каланă Олег Николаев, Борис Листова республикăна Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарас ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн мухтанă.
Сăмах май, «Фермерсен шкулĕ» вĕренӳ учрежденийĕнчен пĕлӳ илсе тухнисене малашне те пулăшу пама кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелеме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ яланах хатĕррине хыпарланă Пуҫлăх. «Тарăн пĕлӳ илнисĕр пуҫне, ҫамрăк яш-кĕрĕм пуласлăхри ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем патне ăнтăлни паха. Ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн вĕсем хавхалансах тăрăшаҫҫĕ. Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма, вĕсен ĕҫĕсене валли республика хыснинче кăҫал та ҫитес ҫул валли те укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. Фермер ĕҫĕпе ĕҫлес текенсен шучĕ те ӳссе пыни куҫкĕретех», – тесе асăннă сăмаха малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ. «СВОЕ» фестивале банк пулăшăвне тĕпе хурса, ҫитес ҫултан пуҫласа регион шайĕнче ĕҫе йĕркелесе яма плана кĕртнине те хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Палăртса хăваратпăр, банк республикăра «Атăлҫи» Раҫҫейри чи илемлĕ ялсен Ассоциацийĕн экспедицийĕсем хатĕрлеме тата VOLGASTRO FEST фестиваль ирттерме пулăшнă. «Эпир ӳлĕмрен те ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕртме хавас. Уйрăмах агропромышленноҫ тытăмне вăй илме, ял территорийĕсене хăтлăлатма пулăшакан проектсемпе ĕҫлеме хатĕр», - тенĕ Пуҫлăх.
Алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрет. Патшалăх программисене пурнăҫа кĕртме ҫăмăллăх условийĕсемпе тивĕҫтернĕ. Аграри организацийĕсене пĕр-пĕринпе тата та тухăҫлăрах, килĕштерсе ĕҫлеме, проектсене пурнăҫа кĕртме майсем тума пулăшĕ. Монохуласенче бизнеса вăй илме, инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма та майсем уҫăлĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма пулăшасси куҫкĕретех.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйтусенчен пĕри – ял тăрăхĕсенче банк тытăмне вăй илтересси. «Ял ипотекипе» тата та лайăхрах усă курччăр тесе, хăтлă условисем ял территорийĕсенче туса парасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Агротуризма аталантарасси, цифра сервисĕсене пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса сарса пырасси, вĕренӳ учрежденийĕсенче ял хуҫалăх пайне вĕрентсе пыма, паха специалистсем хатĕрлесе кăларма майсем нумайрах йĕркелесси те пĕлтерĕшлĕ ыйтусемех пулса тăраҫҫĕ.
«Чăваш Республикине Россельхозбанк пурĕ 95 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă, вĕсенчен 60 млрд ытла агропромышленноҫ комплексне вăй илтерме тăкакланнă. Республикăра кашни иккĕмĕш, аграри тытăмĕпе тимлекен, Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕн пулăшăвĕпе усă курать. Эпир ял хуҫалăх предприятийĕсене уҫма кăна мар, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлеме те пулăшатпăр. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн ырми-канми ĕҫлетпĕр. Регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк пултăр тесе тăрăшатпăр. Ял туризмне аталантарма, фермер хуҫалăхĕсен ĕҫне сарма, ипотека кредичĕсене тивĕҫтерме ӳлĕмрен те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлеме шантаратпăр. Пĕр сăмахпа каласан, пĕлтерĕшлĕ пысăк проектсене пурнăҫа кĕртме тĕрев пама хамăр енчен яланах хатĕр», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Россельхозбанк ертӳҫи Борис Листов.
Ялта пурăнакансем хăйсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Пурăнма ҫурт хăпартма тĕрлĕ ипотекăпа усă кураҫҫĕ. РСХБ пулăшăвне тĕпе хурса, Чăваш Енре 1,2 пин ҫемье хăйсен ҫурт-йĕр ыйтăвне татса панă.
«Питĕ лайăх, ял ипотекипе тивĕҫтерет банк. Программăпа усă курас текенсен шучĕ кулленех ӳссе пырать. Уйрăм категорири граждансене республика хыснинчен тĕрев пама килĕшнĕ. Кредит договорĕпе килĕшӳллĕн, процент ставки малтан 3 процент пулнă пулсан, халĕ вăл пурĕ те 0,1 процент ҫеҫ. Ҫав тери пĕчĕккĕ, халăх ҫăмăллăха самай туять. Республика Правительствипе банк килĕшсе пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Палăртатпăр, ҫăмăллăх пайĕпе ытларах нумай ачаллисем, АПК тытăмĕнче вăй хуракансем, социаллă сферăра тăрăшакансем, ял поселенийĕсенче тимлекенсем усă курайраҫҫĕ. 2020-2021 ҫулсенче пĕтĕмпе 1430 кредит панă, пурĕ 2,2 млрд парса хавхалантарнă, республика хыснинчен 138 граждан пулăшăва тивĕҫнĕ, вĕсене валли 3,3 млн тăкакланă. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Логистика агромаркета тăвасси ыйту кун йĕркинче. Проекта хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикинче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Россельхозбанк Правленийĕн Председателĕ пулнă чухне тĕплĕн сӳтсе явса йышăнса хăварнă. Ун чухне, шăпах та пĕрлехи ĕҫсем туса пырасси пирки калаҫса килĕшнĕ пулнă.
«Ҫĕнĕ пуҫарăва пурнăҫа кĕртессипе эпир халĕ те ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем шыратпăр. Проекта Сирĕнпе пĕрле сӳтсе явнăранпах паянхи кунччен те тишкерсе пыратпăр. Фермерсен ĕҫне ăҫта пуҫарса ярсан аванрах пулĕ-шĕ тетпĕр. Логистика центрĕсен таварсене сутма хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла», – тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Раҫҫей Президенчĕ палăртнă ыйтăва пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрекен проект пулĕ. Халăх валли пахалăх енчен пысăк шайра, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсемпе тивĕҫтерме май парĕ. Хамăрăн тăрăхра тирпейленсе тухакан пахча-ҫимĕҫ таварĕсем ҫынсем патне пĕчĕкрех хаксемпе ҫитсен аван, халăх та кăмăллă юлĕ.
«Шупашкарта палăртнă центра хута яма 11 гектар ҫĕр лаптăкне тупса хатĕрленĕ. Хальлĕхе унта Апат-ҫимĕҫ суту-илӳ фончĕ. Вăл фермерсене тĕрев пама тытăннă тесен те йăнăш мар. Пуласлăхра центрăн операторĕ пулма та пултарать», – тенĕ Олег Николаев.
Палăртнă тăрăх, инвестпроектăн хакĕ 700 млн яхăн пулĕ. «Таварсене тирпейлесе кăларакансем ял хуҫалăх таварĕсене вырнаҫтарма сахал вырăн пулнине, ăна упрама та майсем ҫителĕксĕр пулнине палăртаҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Пуҫаруллă ҫĕнĕ проект ял хуҫалăх тытăмĕнчи йывăрлăх кăларса тăратакан нумай ыйтăва татса пама май парĕ.