Наци проекчĕсемпе пурнăçлакан ĕçсем
Çулсеренех наци проекчĕсем пулăшнипе республикăра çĕнĕ объектсем çĕклеççĕ, тĕрлĕ вырăнта юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Строительство ĕçĕсем мĕнлерех пынине тата кăçал хута яма палăртнă объектсепе çыхăннă ыйтусене правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ларура сÿтсе яврĕç. Республикăра наци проекчĕсем пурнăçланни капиталлă çурт-йĕр тăвассипе, ăна çĕнетессипе тата юсассипе çыхăннă ĕçсене тума май пырать.
«Чăваш Енре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр фондне ҫирӗппӗн чакарассине тивӗҫтересси» регион проекчĕпе килĕшӳллĕн кăçал Çĕмĕрле хулинчи 2 авариллĕ çуртран 70 çынна урăх çĕре пурăнма куçарнă. «Культура хутлăхĕ» проект пулăшнипе вара Муркаш районĕнчи Ярапайкассинче культура çурчĕ çĕкленет. «Таса шыв» тата ытти наци проекчĕсем те ял-хула пурнăçне хăтлăлатас енĕпе çăмăллăх кӳреççĕ. Кăçалтан проектсем хатĕрлес, строительство ĕҫĕсен пахалăхне тишкерсе пырас тивĕçе республикăри Пĕрлехи заказчиксен служби пурнăçлать. Вăл тĕрлĕ объектра тĕплĕ юсав мĕнлерех пулса пынине те сăнать.
Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов пĕлтернĕ тăрăх, наци проекчĕсене пурнăçлама патшалăх тата муниципалитетсен шайĕнче 28 контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ. Сăмах май, строительсен чăрмавсем те çук мар. Тĕрлĕ кăлтăка пула темиçе тĕслĕхре ĕçсем юлса пыни куçкĕрет. Çав шутра Пăрачкавпа Канаш тăрăхĕнчи объектсем те пур. Йĕркепе килĕшӳллĕн кăçала палăртнă ĕçсене çулталăк вĕçлениччен туса пĕтĕрмеллине палăртрĕ Олег Николаев. «Пирӗн тӗп тӗллев – наци проекчĕсемпе йĕркелекен ĕç-пуçа пахалӑхлӑн тата вӑхӑтра пурнӑҫласси», – терĕ вăл.