Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Налук службин ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин налук службин хисеплӗ ӗҫченӗсем

тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Ҫӳллӗ шайри технологисемпе усӑ курса тухӑҫлӑ ӗҫлекен налук служби патшалӑхӑн тата Чӑваш Республикин финанспа экономика ҫирӗплӗхне тивӗҫтермелли, социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫламалли тата ҫын­сен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан патшалӑх программисене ӗҫе кӗртмелли чи витӗмлӗ майсенчен пӗри шутланать.

Ведомство сирӗнтен кашнийӗн тӑрӑшулӑхне пула граждансемпе бинес нушисем ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхать. Уйрӑмах ҫакӑ пандеми тапхӑрӗнче уҫҫӑн палӑрчӗ, ун чухне пин-пин организаципе предприниматель налук тӳлес енӗпе йышӑннӑ пулӑшу мелӗсемпе туллин усӑ курма пултарчӗ.

Пурлӑхран илекен налуксене йӗркелесе пырас тӗлӗшпе ҫӗршыври налук органӗсем хушшинче Федераци налук службин Чӑваш Республикинчи управленине чи лайӑххи тесе йышӑннине, вӑл ӗҫри тӗп кӑтартусемпе Федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан виҫӗ регион йышне кӗнине уйрӑмах палӑртма кӑмӑллӑ.

Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетне 2021 ҫулхи 10 уйӑхра налук тупӑшӗсенчен 33 миллиард тенкӗ кӗнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе танлаштарсан, 11,4 процент чухлӗ ытларах.

Сире Чӑваш Енре инвестицин ӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑвне туса хурас тата предпринимательлӗхе аталантарма лайӑх майсем йӗркелес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн та, финанс сферинче право нормисене пӑсасран асӑрхаттарас енӗпе тӑвакан ӗҫӗршӗн те тав тӑватӑп.

Профессири ӑсталӑхӑршӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн пурсӑра та пысӑк тав. Сире ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата ырлӑх сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                  Олег Николаев



21 ноября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter