Ҫулталӑк вӗҫлениччен хуҫасӑр гидротехника сооруженийӗсене пурне те Росреестрта шута илмелле

Ҫулталӑк вӗҫлениччен хуҫасӑр гидротехника сооруженийӗсене пурне те Росреестрта шута илмелле

Паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – хуҫаҫăр гидротехника сооруженисене Росреестр Чăваш Енри Управленийĕн реестрне тăратасси. Кăҫал ҫулталăк вĕҫлениччен кадастр ĕҫĕсене вĕҫлеме чĕнсе каланă район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене республика Ертӳҫи.   

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче палăртнă ыйтупа хастартарах ĕҫе йĕркелесе пымаллине асăрхаттарнă.  Ыйтăва уҫăмлатма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумне - экономика министрне Дмитрий Краснова хушнă, ҫитес вăхăтра администрацийĕсен пуҫлăхĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттерме сĕннĕ. Йывăрлăх пур ыйтусене тишкерме, вĕсене татса парассипе активлăрах ĕҫлемеллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Пирĕн вăл объектсене комплекслă пăхса тухмалла. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерес ĕҫре пысăк витĕм кӳреҫҫĕ палăртнă объектсем.  Вĕсен таврашĕнче вырнаҫнă шыв юхăмĕсене тирпейлесе ярсан, регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕ те ӳсĕ», - тесе ҫапларах каланă регион Пуҫлăхĕ. Хальхи вăхăтра Раҫҫейре тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект пурнăҫа кĕрет. Наци проекчĕпе тӳр килекен мероприятисем туризма аталантарма та май парĕҫ, агротуризм вăй илесси те куҫ кĕретех.  Ҫĕнĕ маршрутсем тăвас ĕҫре шывсемпе ҫыхăннă объектсенчи лаптăксем уйрăмах илĕртӳллĕ пулса тăрасси никама та иккĕлентермеҫҫĕ.

«Тепĕр тесен, енчен гидротехника сооруженийĕсем юрăхсăра тухсан, вĕсем ҫынсене валли хăрушлăх та кăларса тăратаҫҫĕ.  Енчен те вĕсене ĕҫлеттерсме ярсан, хамăршăнах аван,  таврара тирпей-илем хуҫалансан, ҫынсене те илемлĕх савăнтарĕ. Пĕр сăмахпа каласан, объектсем юрăхсăра тухмалла мар, вĕсем ун пек чухне инкек кăна кăларса тăратма пултараҫҫĕ», - тесе палăртнă шухăша республика Пуҫлăхĕ.  Гидротехника сооруженийĕсем ҫурхи шыв-шура епле хатĕр пулнипе пулманнине тишкернĕ регион Ертӳҫи.  Хăш-пĕр ялсем ҫывăхĕнчи объектсем ҫынсене хăрушлăх кăларса тăратма пултараҫҫĕ.  Вăл хушнипе Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк министерстви республикăри мĕнпур гидротехника сооруженийĕсене инвентаризациленĕ, объектсене тĕпрен пăхса тухса хакланă.  

Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов хăйĕн сăмахĕнче,  регионта пĕтĕмпе 554 гидротехника сооруженийĕ пуррине хыпарланă. Росреестрта хуҫасăр сооружени тесе  14,8% шута илнĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 9 процент нумайрах. Хуҫасăр сооруженисем тесе ҫирĕплетсе тепĕр 128 объекта учета илмелле тесе пĕлтереҫҫĕ специалистсем.  

Хуҫасăр сооруженисем республикăри 19 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пур. Сооруженисене шута илсе, Росреестра тăратассипе активлă  ĕҫлекен муниципалитетсене те палăртса хăварнă Чăваш Республикин ҫут ҫанталăкпа экологи министрĕ Эмир Бедертдинов. «Вĕсем: Вăрнарсем, Йĕпреҫсем, Муркашсем,Тăвайсем, Каҫал енсем, Етĕрнесем. Сӳрĕкрех ĕҫлекен районсем: Улатăрсем, Красноармейскийсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Сĕнтĕрвăррисем, Ҫĕрпӳсем, Шăмăршăсем», - тесе каланă министр.  



22 ноября 2021
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter