Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышăннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышăннă

Шыравпа ҫăлавҫăсен юхăмне аталантарас, ЖКХ пайне лайăхлатас, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртес, нумай ачаллă ҫемьесене тĕрев парас ыйтусемпе килнĕ ку хутĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ирттернĕ йышăну кунĕнче халăхсем.

«ЛизаАлерт» ырă ĕҫ тăвакансен  шыравпа ҫăлавҫăсен отрячĕн председателĕ Анастасия Филиппова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕнчен хăйсен юхăмĕн ĕҫне республика Правительствипе тачăрах ҫыхăнтарса ĕҫлеттерсе яма май килмĕ-ши тесе ыйтнă. «Эпир ҫухалнă ҫынсене шырассипе анлă ĕҫлетпĕр.   Кăҫал хастарсем 305 ҫынна тупнă.  112 службăпа тачăрах ҫыхăнса ĕҫлесе пырсан та аван», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫынсем ҫухални пирки туххăмрах хыпарсене илсе ҫитерни паха.  Кун пек чухне часах ĕҫе пуҫарса яма та аван», –  тенĕ хĕрупраҫă.  Пĕлме, «ЛизаАлерт» отрядра пĕтĕмпе 120 хастар тăрăшать.

«Эсир ҫав тери кирлĕ ĕҫ тăватăр.  Вăл ĕҫе патшалăх тытăмĕнче вăй хуракансемпе пĕрле ĕҫлесен аван», – тесе хушса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    Чăваш ЕНри КГЧС тата Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин пуҫаруллă ĕҫе витĕм кӳмеллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ. «Пĕр-пĕринпе кирек-епле ĕҫе пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, хуравне те тупма ансатрах пулĕ», – тенĕ вăл.

Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Дарья Ивановăна хулари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли полигон ĕҫĕ кăсăклантарнă. Кăҫал унта ҫу уйăхĕнче пачах та ĕҫе прахăҫланине хыпарланă вăл.

«Эпир лару-тăрăва уҫăмлатнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă.  Кун пек пăтăрмах ӳлĕмрен ан пултăр тесе ҫирĕп мерăсем йышăннă. Организацине яланах электроэнергипе тивĕҫтермелли объектсен шутне кĕртсе хăварнă. Вĕсен парăмсем пулсан та, электричествăна чарма юрамĕ. Парăмсене татассипе ятарлă ĕҫ туса пыма килĕшнĕ. Финанс ыйтăвĕсемпе те тĕплĕ тишкерӳ тунă.  Кулленех мĕнпур ыйтăва тĕрĕслеве илнĕ, Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министерстви ыйтусене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрĕ», – тесе хыпарланă Пуҫлăх. «Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли территори пирки ҫĕнĕрен пăхса тухас ĕҫ пулса пырать. Ятарлă схема йышăнĕҫ.  Ĕҫ хучĕ вара ҫирĕп йĕркене пăхăнса пыма та хистĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Ҫĕнĕ документра хушма ĕҫсем йĕркелесси пирки те ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă. «Канашра, Ҫĕмĕрлере  кун пек пуҫарусене пурнăҫа кĕртме шутланă.  Ҫӳп-ҫапа суйласа пухса тирпейлесен аван», – тенĕ вăл.  Схема ĕҫне хатĕрлесе пĕтерессине ҫитес ҫула пĕрремĕш квартала палăртнă.   

Шупашкарта «Юго-Запад» урамĕнче вырнаҫнă ҫуртсенчи пуҫаруллă ушкăнăн лидерĕ, нумай хваттерлĕ ҫуртсен председателĕ Надежда Харитонова та ЖКХ ыйтăвĕсене хускатнă, «Вертикаль» управляющий компанийĕ хăйне шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫламаннине хыпарланă. Ҫуртсене тĕпрен юсассипе активлă ĕҫлеменнине хыпарланă вăл, лифтсем те юрăхсăра тухнине пĕлтернĕ хĕрарăм.  Вырăнта пурăнакан халăхпа пĕрле сӳтсе явмасăрах, юсав ĕҫне питĕ кая юлса пурнăҫлама килĕшнине хурласа каланă.  

Олег Николаев ыйтăва тĕплĕн пăхса тухма шантарнă. «Енчен те йĕрке пăснă пулсан, явап тыттарасси те часах пулма пултарĕ», – тенĕ вăл. «Управляющий компанисем тепре чухне туллин ҫителĕклĕ таран хыпарсем паманни – йывăрлăхсем кăларса тăратаҫҫĕ. Тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫламалли программăна тӳрлетӳсем кĕртессипе те хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пулкалаҫҫĕ. Ҫĕнĕлĕхсем ҫĕнĕрен мĕнпур ыйтăва тишкерме хистеҫҫĕ», тенĕ вăл.  

Етĕрне районĕнче Хурамал ялĕнче пурăнакан Галина Кольцовăна шыв тултармалли башня шăпи пăшăрхантарать, скважинăна тасатманни сахал мар йывăрлăх кăларса тăратнине асăннă хĕрарăм. Тепĕр ыйту пирки те чарăнса тăнă, клубра газ ҫуккине хыпарланă.  

Уйăх хушшинче йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене тишкерме, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнма хушнă ятарлă ведомствăра тăрăшакансене республика Пуҫлăхĕ. «Скважина тасатма проекта ĕҫе кĕртсе хăвармалла пулнă. Ыйтăва тĕрĕслеве илĕпĕр, йĕрке пăснипе пăсманнине пăхса тухма шантаратпăр», - тенĕ вăл.   

Ултă ача амăшĕ Венера Ильина Шупашкарта пурăнать, вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа нумай ачаллă ҫемйесене  патшалăх енчен куҫакан  пулăшусем пирки канашланă.   Халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун республика Пуҫлăхĕ  йышăну пӳлĕмне пынă кашни ҫынна тивĕҫлĕ хурав панă, хăшĕ-пĕрисене тĕрĕслеве илнĕ.



24 ноября 2021
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter