Чӑваш Енре общественноҫпа ҫыхăну тытса ĕҫлекен 32 ҫын «PRoфи-21» конкурс финалне тухнă

Чӑваш Енре общественноҫпа ҫыхăну тытса ĕҫлекен 32 ҫын «PRoфи-21» конкурс финалне тухнă

 Финала тухнисене Шупашкарта раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче наградăсем парса хавхалантараҫҫĕ.

«PRoфи-21» комиссийĕн пайташĕсем ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисен ĕҫĕсене тарăн тишкернĕ, пĕтĕмлетӳ тунă. Çакă организацисене пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлипе те çыхăннă пулĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсемпе ҫыхăну тытса ĕҫлекен 32 ҫын финала тухнă.  Куҫăм формăпа иртекен конкурсра вĕсен хăйсен ăсталăхне тĕплĕнрех кăтартса пама пĕлмелле, пысăк профессионалсем пулнине ҫирĕплетмелле. Каярах комиссийĕн пайташĕсем мала тухнисене палăртĕҫ.

Ку специальноçсене суйласа илнисем çĕнĕ технологисене тĕпе хурса, компьютерпа усă курса ĕçлеççĕ. Ĕçре ӳсĕмсем тума та, кăмăл пулсан  тата та тарăнрах пĕлӳ илме те майсем пур.

Пĕтмĕшле республикăра  иртекен «PRoфи-21» конкурса хутшăнма  79 ҫын  заявка панă.   Вĕсене виĕҫĕ категорипе хакланă. Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, бизнесра ытти хушма учрежденийĕсенче маттур та ăста специалистсем пулнине кăтартса пама пĕлмелле пулнă.   Эпĕ общественноҫпа ҫыхăну тытакан специалист. Ҫакнашкал ĕҫ мана мĕншĕн кăмăла каять е тата кирлĕ текен ыйтусем ҫине  хуравласа видеосюжетсем хатĕрленĕ. Тупсăмне проект евĕр хайласа ҫырса кăтартнă.  Специалистсен пĕлӳ шайне те ҫирĕп тĕрĕсленĕ.  Халĕ малашне, финала тухнисен куҫăм формăпа комиссийĕн пайташĕсен ыйтăвĕсем ҫине тĕрĕс хуравсем пама тивет.  Пресс-релиз ҫырма пĕлнипе пĕлменнине те тарăн ыйтса тĕпчĕҫ, PR-проект хатĕрлеме пĕлнине те ыйтĕҫ.     



24 ноября 2021
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter